АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă тивнипе аптăрасан

27 июня 2014 г.

 

Çанталăк шăрăх тăчĕ. Сывлăш температури 30 градусран та иртрĕ пулĕ тепĕр чухне. Ăшă тивнипе çынсем аптăрама пултараççĕ çавнашкал лару-тăрура. Çавăнпа хăш-пĕр сĕнỹсем парас килет çынсене.

Пуçа çутă тĕслĕ калпак тăхăнăр е тутăр çыхăр. Хăвăр çинче те çỹхе кĕпепе шăлавар е кофтăпа юбка пултăр.

Хĕвел питтинче нумай ан çỹрĕр, пỹлĕмсенче сывлăша сивĕтекен кондиционерсем пулсан аван.

Пĕр кунта икĕ литра яхăн шыв ĕçмелле. Чей, морс, сĕткен, газ яман минерал шывĕ ĕçме тăрăшăр. Ăшă, вĕри шыва сыпкăмăн-сыпкăмăн ĕçĕр, тỹрех мар.

Çуллă ан çийĕр, организма йывăр килĕ, углеводсем шыва хăвăрт кăлараççĕ, çавăнпа самантранах шыв ĕçес килĕ. Окрошка, ашсăр яшка тутанăр шăрăх кунсенче.

Килтен тухнă чухне пуçа çутă тĕслĕ калпак тăхăнăр е тутăр çыхăр. Пĕрле вĕретнĕ шыв илĕр. Енчен те хăвăра япăх туйрăр пулсан, тутăра шывпа йĕпетсе çамкана тытăр.

Хваттер е çурт чỹречисем хĕвел тухнă енче пулсан, чỹрече каррисене карса хурăр. Хĕвел пайăркисенчен хỹтĕлекен фольга та çыпăçтарма юрать чỹречесене.

Ăшă е хĕвел тивнипе аптăранисене сулхăн çĕре куçармалла. Çиелти тумне хывмалла, çурăм çине вырттармалла, çын пуçне кĕлеткинчен çỹлерех тумалла. Хаçатпа е веерпа варкăштарса тăмалла, шывпа йĕпетнĕ татăкпа сăтăрмалла çынна е сивĕ шывпа сирпĕтмелле. Кăштах тăварланă шыв ĕçтермелле. Нашатырь спирчĕпе йĕпетнĕ ваткă татăкне çыннăн сăмси патне илсе пырса шăршлаттармалла. Енчен те çын тăнне çухатнă, унăн пульсĕн таппи начар пулсан, хăй сывланăн туйăнмасан васкавлă пулăшăва чĕнмелле. Вĕсем килсе çитиччен çынна малтанхи пулăшу пама тăрăшмалла.

Хăрушлăх иртсе кайсан ăшă тивнĕ çыннăн йывăр ĕç пурнăçлама юрамасть темиçе кун хушши, хĕвел ăшшинчен те айккинерех пăрăнма тăрăшмалла.

Т.МИХАЙЛОВА,

пĕтĕмĕшле практикăллă врач.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика