27 июня 2014 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев иртнĕ уявра тăлăха юлнă ачасене савăнăç кỹнĕ. Шупашкар хулинчи Садовăй микрорайон вырнаçнă çуртри çĕнĕ хваттерсен уççисене панă вăл ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă çамрăксене.
Иртнĕ çул Чăваш енре тăлăха юлнă 116 ача пурăнмалли вырăнлă пулнă. Кăçал ЧР бюджетĕнчен 233,9 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнисене хваттерпе тивĕçтерес тĕллеве пурнăçлама. Пурĕ 254 ачана пурăнмалли вырăнлă тумалла.
Пирĕн районта та тăлăха юлнисем çук мар. Вĕсенчен саккăрăшне савăнтармалла тăвайсен, пĕрне вара хваттер панă.
В.ВАСИЛЬЕВ