11 февраля 2011 г.
Райадминистраци çумĕнчи çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси пĕлтĕр 27 лару ирттернĕ, вĕсенче 136 материал пăхса тухнă. Вĕсенчен 41-ĕшĕ çул çитменнисемпе çыхăннă. Çав шутра: обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренипе 4, хулиганла ĕç тунипе 1, спиртлă шĕвексем ĕçнипе 3, юраман вырăнта чукун çул урлă каçнипе 3, çул çÿремелли йĕркене пăснипе 1 ĕç. Çавăн пекех çул çитмен çамрăка вĕренÿ учрежденийĕнчен кăларса янипе 9, çамрăксем хăйсен ирĕкĕпе вĕренме çÿреме пăрахнипе 13, килтен тухса кайнипе, суд палăртнă тивĕçсене пурнăçласа пыманнипе пĕрер материал пăхса тухнă. Унсăр пуçне çул çитмен çамрăксене обществăшăн хăрушла ĕçсем тунăшăн шалти ĕçсен пайĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн уголовнăй явап тыттарас пирки 4 материал пырса кĕнĕ.
Çамрăксем право йĕркине пăсасси нумай чухне ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшманнинчен килет. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ĕçке ярăннă, ачисене тивĕçлипе пăхмасть, вĕсем шкулта мĕнле вĕреннипе, вăхăта мĕнле ирттернипе интересленмест. Иртнĕ çул çавнашкал материалсем 63 ашшĕ-амăшĕ пирки пырса кĕнĕ. Çул çитмен ачасем 22 сехет хыççăн урамра, обществăлла вырăнта çÿренĕшĕн 21 ашшĕ-амăшне явап тыттарнă.
Районта ăнăçсăр çемьесем пур. Комисси çавăн пек 68 çемьене шута илнĕ, вĕсенче 122 ача ÿсет. Отчетлă тапхăрта профилактика учетне 13 çемьене илнĕ, вĕсенчен тăваттăшне ачисене вĕрентес, воспитани парас тивĕçрен пăрăннăшăн, тăххăрăшне – ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнĕшĕн. Асăннă çемьесенче 20 ача çитĕнет. 16 çемьене профилактика учетĕнчен кăларнă "ку çемьесенче – 24 ача". Çав шутра çемьери лару-тăру ырă еннелле улшăннипе, ачасен пурнăç условийĕсене лайăхлатнипе – 7, ачисем 18 çул тултарнă хыççăн – 2, урăх çĕре куçса кайнипе – 2, ашшĕ-амăшĕн правине туртса илнипе – 4 çемье. Ял поселенийĕсемпе профилактика субъекчĕсем ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлесе пыни пирки кашни кварталтах отчетсем параççĕ.
Комисси пур профилактика субъекчĕпе те, шкулпа та, ял поселенийĕпе те тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшать. Ăнăçсăр çемьесен шăпи ытти граждансене те пăшăрхантарать. Кашни çыру, кашни шăнкăрав тăрăх вырăна тухса тĕрĕслеме, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тăрăшатпăр. Отчетлă тапхăрта вырăна тухса 14 тĕрĕслев йĕркеленĕ – Тăвай, Йăнтăрчă, Тĕмер, Нăрваш, Пуянкасси ял поселенийĕсенче. Пĕр çемьерен 2 ачана урăх çемьесене панă, 8 ашшĕ-амăшне административлă явап тыттарнă (КоАПăн 5.35 статйипе). 4 çемьене профилактика учетне илнĕ, 5 çемьери 12 ачана Тăвайри тĕп больницăн ача-пăча уйрăмне вырнаçтарнă, çав шутра 1 çемьери ачасене – уйăхра 2 хутчен. 47 ачана сывлăха çирĕплетме санаторисене янă. Çав ачасем пурте йывăр çемьесенчен.
Прокуратура ĕçченĕсемпе тата профилактика субъекчĕсенчи ĕçлĕ ушкăнсен членĕсемпе пĕрле апрель–май, ноябрь–декабрь уйăхĕсенче социаллă хăрушлăхри çемьесене тухса çул çитмен ачасем мĕнле условисенче ÿснине тĕрĕсленĕ. Пурĕ 83 çемьере пулнă. Тĕл пулусен вăхăтĕнче çемьери пурнăçпа йăла условийĕсем пирки актсем çырнă, ачасен ашшĕ-амăшĕпе калаçнă, специалистсем консультаци пулăшăвĕ панă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ĕçлĕ ушкăн членĕсем 13 ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе административлă протоколсем тăратнă, вĕсене комисси ларăвĕсенче пăхса тухнă, ачисен умĕнчи тивĕçе пурнăçламаншăн административлă йĕркепе явап тыттарнă. Ăнăçсăр çемьесене шкулсенчи социаллă педагогсем те тимлĕхрен кăлармаççĕ. Çавăн пек ашшĕ-амăшĕн хăтланăшне ял тăрăхĕсенче профилактика канашĕсенче пăхса тухаççĕ. Социаллă педагогсемпе профилактика канашĕсем йывăр условисенче пурăнакан 8 ачана сывлăха çирĕплетмелли лагере вырнаçтарнă. Уйрăмах Чутейри вăтам шкулăн социаллă педагогне Е.Медведевана палăртас килет. Вăл çине тăнипе ачасем сывлăх лагерĕсемпе санаторисенче канма пултарнă. Элпуç шкулĕн директорне Л.Кабакована та ырăпа асăнмалла. Вăл шкул ачисем хушшинче çапкаланса çÿрекенсем ан пулччăр тесе тимлет. Иртнĕ çул вăл тăрăшнипе ăнăçсăр шутланакан çемьесенчи пур ача та санаторисемпе лагерьсенче канчĕ.
2010 çулта комисси çул çитмен 17 çамрăка шута илнĕ, вĕсенчен виççĕшне – эрех ĕçнĕшĕн, право йĕркине пăснăшăн тата обществăна хирĕçле ĕçсемшĕн – 10, ашшĕ-амăшĕ пăхса тăманнипе – 4 çамрăка. 16 çамрăка учетран кăларнă. Паянхи кун учетра çул çитмен 18 çамрăк. Вĕсенчен 7-шĕ шкулта, 7-шĕ профучилищĕре, 2-шĕ Канашри каçхи шкулта вĕренеççĕ, 2-шĕ ниçта та вĕренмеççĕ. Кашнин çумнех обществăлла воспитательсем çирĕплетнĕ. Вĕсен хушшинче депутатсем, педагогсем, ашшĕ-амăшĕ, ял поселенийĕнче ĕçлекенсем пур. Çавах та сахал мар чух обществăлла воспитательсем хут çинче кăна шутланаççĕ. Тăвайри вăтам шкул учительници Н.Гаврилова пирки вара ырă сăмах кăна калама пулать. Ял поселенийĕн депутачĕ хăйĕн обществăлла воспитатель тивĕçне те тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа пырать. Тăваттăмĕш хут ăна обществăлла воспитатель пулма çирĕплетнĕ. Вăл йывăр çемьесенчи 2 вĕренекене пулăшать. Ачасене ĕçе юратма, типтерлĕхпе тасалăха хăнăхтарать. Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн директорĕ С.Кириллов çемьери сывă пурнăç йĕркине спорт урлă сарассипе ырă тĕслĕх кăтартать.
Çÿлерех асăннăччĕ ĕнтĕ, комиссие çул çитмен 9 çамрăка училищĕрен кăларса ярас, 13 çамрăк хăйĕн ирĕкĕпе вĕренме пăрахас пирки материалсем пырса кĕнине. Çав шутра 6 çамрăка училищĕрен, 1 çамрăка шкултан кăларса яма ирĕк панă. Пĕр хĕре, комиссипе килĕшмесĕр, Канашри профучилищĕрен кăларса яма йышăннă. Ку тĕслĕхпе комисси Канашри районсем хушшинчи прокуратурăна çыру янă. Хуравĕ килмен, анчах хĕре вĕренме каялла йышăнни пирки хыпар çитрĕ.
Комисси тĕрлĕ акцисемпе операцисене хутшăнать. Çавах та 2010 çулта районта çул çитменнисем 5 преступлени турĕç (умĕнхи çул – 4). Ку пире чыс кÿмест ĕнтĕ. Çавăнпа та 2011 çулта профилактика ĕçне тата çÿллĕрех шая çĕклеме тĕллев лартатпăр.