АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр, суя укçасем! (Правопорядок)

08 февраля 2011 г.

Юлашки вăхăтра Канаш хулипе районĕнче Раççей Банкĕ 1997 çулта кăларнă 1000 тенкĕлĕх суя укçапа усă курнă тĕслĕхсем палăраççĕ. Ытларах пасарсенче, магазинсенче, вокзалсенче, коммерци ларекĕсенче улталаççĕ çынсене.
Укçан мал енне çÿле сылтăм кĕтесе “Билет Банка России” тесе çырнă, аялта сулахай енче куç япăх куракан çынсем валли пÿрнепе хыпашласа пĕлмелли рельеф пур. Купюра чăн пулнине пĕлес тесен, çутта хирĕç тытса пăхсан ун çине хакне палăртса çырнисем курăнаççĕ. Укçана çав тĕлте пÿрнепе хыпашласа пăхсан яка пулмалла.
Банкнот çинчи Ярославль хулин гербне тĕрлĕ май çавăркаласа пăхсан вăл пиçсе çитнĕ хăмла çырли тĕслĕ те, ылтăнăн-симĕсĕн те курăнать.
Суя укçа чăн купюрăсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть пек, анчах та тимлĕ сăнасан çăмăллăнах уйрăмлăха асăрхама пулать. Çавăнпа ултавçăсем тĕттĕм вăхăтра тата халăх нумай чух чееленеççĕ. Ун пек чух кассирсемпе сутуçăсен клиентсенчен укçа илнĕ чух тимлĕхĕ чакать е вуçех те асăрхамасан та пултараççĕ ултава.
Укçана каялла тавăрса пама ан васкăр, майлă сăлтав тупса çийĕнчех милицие пĕлтерме тăрăшăр.
Суя укçапа çыхăннă преступленисем йывăр йышшисем шутланаççĕ, уншăн 15 çул таран хупма пултараççĕ. Суя купюрăсем асăрхасан 8 (83533) 2–18–45, 2–38–50, 2–31–33, 2–15–19 (Канаш хули) е 02 номерсемпе шăнкăравлăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика