АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Пурăнмалли çурт-йĕр” операции (Общество)

08 февраля 2011 г.

Унăн тĕп тĕллевĕ – халăха хăрушсăрлăх йĕркине пăсни мĕн патне илсе çитерме пултарнине ăнлантарасси, аса илтересси.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх 2010 çулта республика территорийĕнче 1301 пушар тухнă, пурлăх тĕлĕшĕнчен 84,3 миллион тенкĕлĕх шар курнă. Вут-çулăмра 110 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, çав шутра 5 ача вилнĕ, 86 çын сусăрланнă.
Юлашки вăхăтра сÿнтермен пируса, шăрпăка пула, электрооборудовани, хутса ăшăтмалли кăмакасем юсавсăр пулнипе тата вĕсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе час-часах вут-кăвар инкекĕ пулнине палăртмалла.
Пурăнмалли секторта пушартан сыхланассипе профилактикăна вăйлатас тĕлĕшпе “Пурăнмалли çурт-йĕр – 2011” операцин пĕрремĕш тапхăрне январь-май уйăхĕсенче, иккĕмĕш тапхăрне хутса ăшăтмалли çитес сезон пуçламăшĕнче – сентябрь–декабрь уйăхĕсенче – ирттереççĕ. Пĕрремĕш тапхăр вăхăтĕнче çынсен кил хуçалăхĕ пушар хăрушсăрлăхĕ енчен мĕнлине тĕрĕслеççĕ, çитменлĕхсене кăтартса параççĕ, вĕсене пĕтерме хушаççĕ, пĕрлех ăнлантару ĕçне те туса пыраççĕ.
Граждансем, вут-çулăмпа асăрхануллă пулăр, çакна яланах асра тытăр: пушартан хÿтĕленмелли правилăсене тĕрĕс пăхăнакан çын хăйне те, кÿршисене те шанчăклă сыхлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика