АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтменлĕхсем пулмарĕç, милиционерсем пурне те парăнтараççĕ (Спорт)

01 февраля 2011 г.

Район центрĕнче волейболла выляса мала тухассишĕн пынă турнир-марафон çак эрнекун вĕçленет. Çĕнтерÿçĕ вара маларахах паллă пулчĕ. Шалти ĕçсен пайĕн команди пур тĕл пулăва та выляса илсе пычĕ. “Дорстрой-Милана” та, С.Хумышев фермер команди те милиционерсене çĕнтерме мехел çитереймерĕç. А.Шарапов, В.Цыганов, Д.Матвеев, Д.Капитонов ыттисенчен пĕр пуç çÿлерех курăнчĕç. Вĕсем мечĕке сетка çийĕн çапса ÿкерме те, блоксем лартма та ăста пулчĕç. “Дорстройра” ăста волейболистсем çук мар, анчах вĕсене хальлĕхе площадкăра ирĕклĕн, хавхаланса выляма психологи туртăмĕ çитеймест, вĕсем мечĕке çухатассинчен ытла та шикленеççĕ, çав “синдрома” пула вара пушшех те çухатаççĕ.
Çапла вара лидерсен ушкăнĕнче улшăнусем пулмарĕç. Малтисен йышĕнче милиционерсем, “Дорстрой – Милана” тата С.Хумышев фермер команди.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика