01 февраля 2011 г.
Пурнăç сукмакĕ анлă, ăна утса тухма çăмăл та, йывăр та мар пек. “Çулсем иртнĕçемĕн каялла çаврăнса пăхатăн та, тин кăна çамрăкчĕ пек, ача чухне çарран чупнисем, тантăшсемпе кÿлле пулă тытма çÿренисем халĕ те асра. Пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухне учительпе вăрмана тата çывăхри кÿлĕсен хĕррине экскурсие каяттăмăр. Йĕпреçри машинăпа трактор станцийĕнче пулни те паянхи кун та куç умĕнче”, – каласа парать манăн çывăх юлташăм, кăçалхи январĕн 29-мĕшĕнче 75 çул тултарнă Анатолий Иванович Пирогов. Вăл иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш çулсен вĕçĕнченпе пĕр хушă Вăрманхĕрринче, ун хыççăн паян кунччен Тăвайра пурăнать. Хăй вăл Йĕпреç районĕнчи Ишек ялĕнче çуралса ÿснĕ, ялти пуçламăш, Хурамалти çичĕ класлă шкулсене вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн хăйсен колхозĕнчи тĕрлĕ ĕçсенче, плугарьте тăрăшнă. Кĕçех хастар чĕреллĕ çамрăк, çĕр-шыв чĕнĕвне çывăха илсе, ытти яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа пĕрле комсомол путевкипе Казахстана Мамлютово районне çерем çĕрсем уçма тухса каять. Унта лафеткăпа тырă вырать. Лафеткине трактор сĕтĕрнĕ. Хастар ĕçленĕ чăваш çамрăкĕсем. Ĕçрен çĕрле çеç пушансан та, яш-кĕрĕмпе хĕр упраç пĕрле пухăнса вăйă йĕркеленĕ, юрланă, ташша илтернĕ. Кунта тĕпленсе пурăнакан вырăссем, казахсем, нимĕçсем пурте кăмăлланă чăваш юрри-ташшине. “Купăсçи хамăр енчисемччĕ”, – аса илет Анатолий Иванович. Ирхине вара каллех уя тухма васканă.
Александр Петрович Петров çырнă “Молодежь Чувашии на целине” кĕнекере Анатолий Иванович Пирогов пирки те ырăпа асăннă.
Сăмах майăн каласан, Анатолий Ивановичăн малтанхи арăмĕ, Вăрманхĕрри хĕрĕ Луиза Самсоновна та “Çерем çĕрсем уçма хутшăннăшăн” медале тивĕçнĕ.
Казахстанран таврăнсан, Ишекĕн маттур каччи тăван колхозĕнче вăй хурать. Ленин ячĕллĕ хуçалăх тăватă яла пĕрлештерсе тăнă. Каçхине çамрăк ял халăхне кино кăтартнă. Кÿршĕ ялта та киномеханик ĕçĕсене туса пынă вăл.
1961 çулта авланать, хăйсен ял хĕрĕпе туслă Луиза Самсоновнана качча илет. Вăл вĕрентекенре ĕçлеме тытăнать. Анатолий Иванович хăй, Куйбышев облаçĕнчи Алексеевкăри ялти профессипе техника училищине кайса, механизатора вĕренет, практикăна та унти “Авангард” совхозра ирттерет.
Механизатора вĕренни малтанхи вăхăтра Йĕпреçрен Тăвай районне, Вăрманхĕррине, арăмĕсен ялне куçса килсен те кирлĕ пулать ăна. Вăл, “Сельхозтехникăна” вырнаçса, 80 лаша вăйлĕ МТЗ трактора “çăварлăхлать”. Çав вăхăтрах Вăрманхĕрринче арăмĕсен килĕнче çурт лартассине те хăвăртлатаççĕ. Пĕренисене Улатăртан илсе килеççĕ, Йĕпреç тăрăхне мăк кайса кăларать Анатолий Иванович. Арăмĕ КПСС райкомĕнче ĕçленĕ. Хăйне те 1969 çулта газ хуçалăхне илеççĕ. Çитмĕлмĕш çулсенче заочнăй йĕркепе вĕренсе пĕлĕвне ÿстерет. Газ хуçалăхĕнче мĕн пенсие кайичченех 1996 çулчченех тăрăшать. Хăйсем утмăлмĕш çулсен вĕçĕнченпе Тăвайра хваттерте пурăнаççĕ. Арăмĕ учительницăна куçнă.
Тăвай районне Вăрмар енчен Сăхăтпуç ялне Пироговсем, вĕсен Тăвайри газ участокĕ, çут çанталăк газĕ илсе килнĕ. Уйрăм кил хуçалăхсене, шкула газ çитереççĕ тата ытти те. Сăхăтпуçсем районта пуринчен малтан çут çанталăк газĕн ырлăхне туйса илеççĕ.
Канашри районсем хушшинчи Тăвайри газ участокĕнче 27 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать Анатолий Иванович Пирогов, пенси умĕнхи юлашки чĕрĕк ĕмĕр ытла вăхăтне çак пархатарлă ĕçе парать. Çав хушăра республикăра та малтисен шутĕнче пĕрре кăна мар пулаççĕ.
Халĕ те манмаççĕ ĕç ветеранне Канашри районсем хушшинчи газ хуçалăхĕнче, ваттисен кунĕнче кашни çулах хăйсем патне чĕнсе илсе чыслаççĕ, хăналаççĕ, парнесем параççĕ. Ветераншăн çакă пысăк хисеп.
Малтанхи арăмĕпе, Луиза Самсоновнапа пĕрле, виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ, Владимир, Санкт-Петербург хулинче ĕçлесе пурăнать. Вăталăххи, Радислав, Çурçĕр Тинĕс флотĕнче “Кузнецов адмирал” çар карапĕ çинче службăра тăрать, кĕçех пенсие кайма вăхăт çитет унăн. Вăл, отпуск илсе, кашни çулах ашшĕ патне Тăвайне килсе каять. Кăçалхи çулла çапла, отпуска килсен, ашшĕпе, Анатолий Ивановичпа пĕрле, Çĕнĕ Пуянкасси ялне хăйсем пĕлекен çын патне хăнана пырса кайнă вĕсем. Кÿрши çакна курнă та, кил хуçинчен пысăк та тĕреклĕ çын кам иккенне пĕлесшĕн пулнă. “Олимп чемпионĕ Валуев кĕрешÿçĕ” тенĕ лешĕ. Çăварне карса пăрахмалли кăна юлнă кÿршин.
Кĕçĕн ывăлĕ Владислав Тăвайрах çемьеленсе пурăнать, предприниматель патĕнче ĕçлет. Ашшĕне пулăшма та манмасть.
Питĕ шел те, анчах малтанхи арăмĕ Луиза Самсоновна вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Анатолий Ивановичăн. Хальхи арăмĕпе те, Валентина Гавриловнапа, 2001 çултанпа пĕр-пĕрне ăнланса та шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ.
Юхан-шыв пек вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăхлă та телейлĕ пурнăç сунатăп Сире, Анатолий Иванович!