01 февраля 2011 г.
Пирус туртни сывлăхшăн сиенлĕ пулни пирки ХХ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсенче кăна калаçма пуçланă. Малтанхи вăхăтра вара çакăн çинчен тĕрĕс мар шухăшланă.
1956 çулсенче тĕрлĕ çĕр-шывсенчи 40 пин врач туртакан тата пируса пачах алла илмен пациентсен сывлăхĕсене танлаштарнă та сывлăша сĕрĕмлекенсем чĕре, ÿпке чирĕсемпе, тĕрлĕ органсен ракĕпе ытларах аптăранине тĕпчесе пĕлнĕ. Çакăн хыççăн никотин чĕрĕ чунсем çине мĕнле витĕм кÿнине тĕрĕслеме пуçланă. Пирус тĕтĕмне пула вар-хырăм апата ирĕлтересси начарланать, çын характерĕ улшăнать, шăлсен эмалĕ пĕтет тата ытти те. Чи хăрушши – никотин çуралман ачасене пысăк сиен кÿрет.
Пируса пĕрре ĕмсе илнипех тĕтĕм плацента витĕр тухса ача патне çитет. Никотина пула плацентăн çулĕсем пĕрĕнеççĕ, çуралмалли ача патне кислород сахал пыма пуçлать. Наркăмăшлă япаласене пула пĕчĕк çын аталанасси те чакать. Пирус туртакан хĕрарăмсен ачисем начаркка çуралаççĕ, ыттисенчен юлса пырса çитĕнеççĕ, вилнĕ тĕс-лĕхсем те пулаççĕ.
ХХ ĕмĕр вĕçĕнчи врачсен пĕтĕмлетĕвĕ хăвăртрах тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хистенĕ. Нимĕç тĕпчевçисем пирус тĕтĕмĕ ачан сывлăхне кăна мар, характерне, ăсне те витĕм кÿрет иккен. Пирусçăсен ывăл-хĕрĕсем час-часах суяççĕ, агрессивлă, пĕр вырăнта лăпкă лараймаççĕ, преступлени çулĕ çине ытларах тăраççĕ.
Тĕрмере ларнă 1951–1961 çулсенче çуралнă арçынсене сăнанă акăлчансем. Çие юлнă вăхăтра пирус туртнă амăшĕсен ывăлĕсем 1,6 хут ытларах тÿрĕ çултан пăрăннă иккен.
Британи тĕпчевçисем вара акă мĕн тĕпчесе пĕлнĕ. Çие юлни 6–8 эрне çитсен, ачан çăвар маччи йĕркеленет. Çак вăхăтра пирус туртакан хĕрарăмсен ачисем çурăк туталлă (мулкач тутиллĕ) çутă тĕнчене килме пултараççĕ.
Чапрас ураллă ачасем те ытларах никотина кăмăллакан амăшĕсен çуралаççĕ.
Юлашки вăхăтри пĕтĕмлетÿсем çавнашкал: çие юлнă пирусçă-хĕрарăмсен пепкисем 16 çула çитнĕ çĕре мăнтăрланма пуçлаççĕ, диабетпа аптăраççĕ. Сывлăша сĕрĕмлекен амăшĕсен ывăлĕсенчен чылайăшĕ çитĕнсен ашшĕ пулаймасть. Пирусçă-хĕрарăм кайран никотинпа айкашакан ачах çуратать. Çавăнпа пулас амăшĕсене тепĕр хут шухăшласа пăхма сĕнес килет. Пирус туртмалла е çук.