АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕмерсем те çĕнетнĕ магазинлă пулчĕç (Торговля, строительство)

01 февраля 2011 г.

Тĕмерсем те çĕнетнĕ магазинлă пулчĕç (Торговля, строительство)

Иртнĕ эрнекун Тĕмерте пурăнакансен пысăк уяв пулчĕ тесен те йăнăш мар. Ялти куллен кирлĕ таварсен магазинĕ çĕнелнĕ хыççăн алăкĕсене уçрĕ. Кунта маларах пысăк суту-илÿ комплексĕ пулнă иккен. Ял ĕçченĕсене тивĕçтерме халь унăн пĕр енне юсаса çĕнетнĕ. Строительсем виçĕ уйăх тăрăшса ĕçленĕ тĕмерсене савăнăç кÿрессишĕн.
Ирхине тăхăр сехет тĕлнелле сайдингпа сырса илемлетнĕ суту-илÿ çурчĕ умне çынсем пухăнма пуçларĕç. Туяллисем те, çамрăкраххисем те пур вĕсем хушшинче. Ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсем те ыттисемпе пĕрле пулма кăмăл тунă. Мĕншĕн тесен вĕсене суту-илÿ çурчĕ куллен кирлĕ, потребобщество магазинĕн шăпи лайăхланни кашнинех савăнтарать.
“Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров уçрĕ уява. “Юлашки çулсенче суту-илÿ мелĕсене çĕнетес енĕпе чылай ĕçлетпĕр. Паянхи куна çакнашкал çĕнелнĕ 11 магазин тивĕçтерет çынсене районта. Пĕлтĕр çĕнĕ пуянкассисене, енĕшнăрвашсене (1-мĕш магазин), тенеяльсене тавара хăйсене суйлама май туса панă. Кăçал çак ырă пулăма тĕмерсенчен пуçлама тĕллев лартрăмăр. Кĕçех кĕрсе куратăр çĕнелнĕ магазина, хаклатăр, сĕнÿсем паратăр. Хисеплĕ ял çыннисем, эпир сирĕн кăмăл-туйăмăра çĕклеме яланах хавас. Эсир пирĕнпе туслă çыхăнура юласса шанатпăр”, – терĕ Вячеслав Николаевич.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев та кăмăл тунă асăннă кун Тĕмер ялĕнче пурăнакансемпе пĕрле пулма.
– “Тăвайри кооператив” потребобщество – районта çирĕп утакан коллективсенчен пĕри. Çакнашкал çĕнетÿсене вăл, ак, хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе тума вăй çитерет. Район экономикине аталантарнă çĕре те пысăк тÿпе хываççĕ кооператорсем. Вĕсене пирĕн пурин те пулăшса пымалла. Малашлăхра тата пысăкрах ÿсĕмсем сунатпăр потребобщество коллективне”, – тесе ырă сунчĕ Юрий Егорович.
Унтан Чăвашпотребсоюз правленийĕн çумĕ Н.Наумова, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хисеплĕ ветеранĕ П.Ананьев сăмах илчĕç. Геннадий Иванович ялти магазина çĕнетсе панăшăн тĕмерсен ячĕпе тав турĕ кооператорсене, май пулсан тепĕр енче те юсав ирттерме сĕнчĕ.
Магазин умĕнчи хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте шалалла иртрĕмĕр.
Антонина Егоровна Никитинапа Нина Николаевна Хумышева сутуçăсем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. “Ай, чăнах та питĕ илемлĕ-çке кунта халь. Таварне алăпа тытса та курма пулать. Тухас та килмест кунтан”, – пĕр-пĕрне пăшăлтатса пĕлтерчĕç магазинри çынсем. Пурте мĕн те пулин туянма тăрăшрĕç. “Тăвайри кооператив” потребобщество хăй кăларакан изделисен техĕмлĕхĕпе паллашма сĕнчĕ çав кун. Магазин уявĕ хыççăн чылайăшĕ районти пайщиксен Тăвайри культурăпа кану центрĕнче иртекен пухăвне васкарĕ. Ун пирки çитес номерте тĕплĕнрех çырса пĕлтерĕпĕр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Н.Наумова, “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов хăю касаççĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика