01 февраля 2011 г.
2010 çулта çу каçа тенĕ пек шăрăх та типĕ çанталăк тăчĕ пулин те, çулталăкра сĕт туса илесси районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче 17,3 процент ÿснĕ, 7032,2 тоннăна çитнĕ. 17,3 процент 1037,1 тонна хушма продукципе танлашать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче хăйсенче кăна 6118,4 тонна сĕт туса илнĕ, çак шутран “Акконд–агро фирма” обществăн ферминче – 2491,5 тонна. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче туса илнĕ продукци калăпăшĕ 913,8 тоннăпа танлашать. “Акконд–агро фирма” обществăсăр пуçне, пĕтĕмĕшле сĕт туса илессипе уйрăмах лайăх ĕçленĕ хуçалăхсен шутне “Шимкусский” (828,7 тонна), “Красная Чувашия” (762), Ленин ячĕллĕ (638), “Дружба” (510,4 тонна) хуçалăхсем кĕреççĕ. Вĕсенче “Дружбăсăр” пуçне, пуринче те производство ÿснĕ. Аккондçăсем 258,1, тăрмăшсем 153,1, чутейсем 137,2, енĕшнăрвашсем 120, кармалсем 160,1, çĕнĕишпуçсем 123,6 тонна нумайрах туса илнĕ тата ыт.те. Тушкилсем халăхран та 210,8 тонна сĕт пухнă, ăна фермăринчен уйрăм кăтартнă. Çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 4382 килограмм е умĕнхи çулхинчен 162 килограмм нумайрах сĕт сунă. Продукци калăпăшĕ ытларах интенсивлă никĕс çинче ÿснĕ. Ĕнесен продуктивлăхĕ “Акконд–агро фирмăра” 5312 килограма, Кармалти хресчен-фермер хуçалăхĕнче 5803 килограма çитнĕ. Чылайăшĕ тăватă пинлĕ чикĕрен иртнĕ. Тĕслĕхрен, “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕнче 2010 çулта ĕнесем кашни вăтамран 4618-шар килограмм сĕт панă. Умĕнхи çулхинчен ÿсĕм 1203 килогрампа танлашать. Кунта кашни 100 ĕнерен 93 пăру пăхса илнĕ, выльăхсен рационне белокпа пуян апатсем кĕртнĕ. Ĕнесен йышне те чакарман районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем, вĕсен фермисенче 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3316 пуç мăйракаллă шултра выльăх усранă, ÿсĕм 110,3 процент. Урăхла каласан, ку çул тĕлне 311 пуç хушăннă. Çав шутра пурĕ 1661 ĕне (хушăм 6 процент е 96 пуç). Асăннă хисепрен ял хуçалăх предприятийĕсен фермисенче 1459, ХФХсенче – 202 ĕне шутланать. 2010 çулта 6 фермăра ĕнесен йышĕ ÿснĕ, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 38, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 58 пуç ытларах усрама тытăннă. Сыснасем 502 пуç хушăннă, вĕсене пилĕк ял хуçалăх предприятийĕпе пилĕк хресчен-фермер хуçалăхĕнче усраççĕ. Пурĕ 2119 пуç. 2010 çулта фермăсенче пăрусем ытларах пăхса илни те кĕтĕве çĕнетсе, ÿстерсе пыма лайăх никĕс пулса тăрать. 2010 çулта пурĕ 1566 пăру е умĕнхи çулхинчен 359 пуç ытларах пăхса илнĕ. Районĕпе кашни 100 ĕне пуçне 88 пăру тивет (пĕлтĕр 71 пулнă).
Аш-какай туса илессипе ял хуçалăх предприятийĕсем умĕнхи çулхине çитеймен, 419-тан 289 тоннăна çити чакнă. Е, урăхла каласан, 130 тонна сахалрах. Хресчен-фермер хуçалăхĕсен продукцине хушсан та, аш-какай калăпăшĕ 409,3 тоннăпа кăна танлашать (2009 çулта 522,2 тонна пулнă).
Ял хуçалăхĕнче продукци туса илессипе хатĕрлессине малалла ÿстерсе пыма резервсем çук мар.