28 января 2011 г.

Шкул ачисен ХIII спартакиадин иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ январĕн 25-мĕшĕнче. ЧР Президенчĕн Кубокне илессишĕн пыракан ăмăртусенче 1996–1997 çулсенче çуралнă арçын ачасем çитĕнÿ турĕç. 11:1 шутпа куславккасене çĕнтерчĕç тăвайсем. Комсомольски район командин докуменчĕсем тĕрĕс мар пулнипе вĕсене вăййа хутшăнтарман. Тепĕр тапхăрĕнче çапла тăвайсемпе елчĕксем выляма тивĕçлĕ пулнă.
Çак эрнере 1998-1999 çулсенче çуралнисем те Кÿкеçре ăмăртусен 3-мĕш тапхăрне тухрĕç.
Районти çамрăк хоккеистсене тата В.Г.Иванов тренера çитĕнÿсемпе саламлатпăр, малашлăхра ăнăçусем сунатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: районти аслă ушкăнри хоккеистсен команди хăйсен тренерĕпе В.Ивановпа.
В.КУЗНЕЦОВ сăн ÿкерчĕкĕ.