28 января 2011 г.
Кăçал хĕл, ытти çулсемпе танлаштарсан, юрлă килчĕ, çав тери хаяр сивĕсем пулмарĕç тесен те юрать. Çавах та калчасем сивĕпе çеç мар тата ытти тĕрлĕ сăлтавсене пула та начарланаççĕ. Тарăн юр айĕнче ăшă çанталăкра çĕрме те пултарать. Унсăр пуçне тата çанталăк хăвăрт ăшăтса сивĕтнине пула калчасем пăрпа та витĕнсе илчĕç пĕр вăхăт. Çак тĕллевпех калчасем хĕл мĕнле каçнине вĕсене монолит касса илсе тĕрĕсленин пĕлтерĕшĕ пысăк.
Монолита кашни 100 гектар çинче пĕрре касаççĕ, унăн тăршшĕ 25, сарлакăшĕ 25, тарăнăшĕ 15 см пулмалла. Монолита калчан икĕ ретне кĕртме тăрăшмалла.
Касса килнĕ монолита 2 кунлăха сивĕрех çĕре (2 – 3 градус ăшша) хумалла.
Виççĕмĕш кунне çутă çĕре – чÿрече патнерех куçармалла, сывлăш температури 15 градус ăшăран кая мар пулмалла. Комнатăри температурăллă шывпа шăварса тăмалла, анчах шÿтермелле мар. Результатсем 10–12 кунран паллă пулаççĕ. Монолитра чĕрĕ калча 60–70 штук пулсан, вăл лайăх шутланать.
Çак ĕçсене çывăх кунсенчех туса ирттермелле.