28 января 2011 г.
Пирĕн районти ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ патшалăх паракан çăмăллăхпа – льготăллă кредит илсе харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма тăрăшни куçкĕрет. Çапла, приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннă 2006 çултанпа пурĕ 214 млн. та 950 пин тенкĕлĕх 1788 ЛПХ кредичĕ илнĕ. “Заемщиксем унпа çĕнĕрен выльăх-чĕрлĕх витисем турĕç, малтанхисене реконструкци туса çĕнетрĕç е лайăхлатса пысăклатрĕç, тракторсемпе груз илекен машинăсем, мотоблоксемпе çĕр ĕçĕнче усă курмалли хатĕрсем, ăратлă выльăхсем, пысăк репродукциллĕ паха сортлă вăрлăхсем, выльăх апачĕ, ĕне сумалли агрегатсем, пыл хурчĕсем туянчĕç тата ытти те. Хăй вăхăтĕнче хамăр та ЛПХ кредичĕпе усă куртăмăр. Хăш-пĕр кил хуçалăхсем ăна икĕ-виçĕ хутчен те илчĕç”, – каласа парать ял хуçалăх производствине пулăшас ыйтусемпе ĕçлекен районти тĕп специалист-эксперт Ирина Васильевна Воронцова. Кам-кам та, вăл, асăннă ыйтусемпе тимлекенскер, çынсен хушма хуçалăхне аталантарма паракан çăмăллăхлă кредит пĕлтерĕшĕпе вăй-хăватне лайăх пĕлет, унпа вăхăтра та вырăнлă, усăллă усă курнă заемщиксене ырлать.
Анчах, шел те, патшалăх паракан çăмăллăха пур çĕрте те пĕрешкел хаклама пĕлейменни сисĕнет. Акă ЛПХ кредитне Тăвай ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансем пуринчен те нумайрах илнĕ. Кунта 800 кил хуçалăхран кая мар шутланса тăрать пулсан, вĕсем пурĕ çăмăллăхлă 402 кредит илсе харпăр хăй хушма хуçалăхне тĕреклетме, аталантарма усă курнă. Урăхла каласан, çынсен харпăр хăй хушма хуçалăхĕн хисепĕнче заемщиксем 50 процентран кая мар. Кашни çулах ыттисенчен ытларах илсе пынă кунти ялсенче пурăнакансем ЛПХ кредитне. Ку енĕпе иккĕмĕш вырăнта – Çĕнĕ Пуянкасси, виççĕмĕшĕнче Йăнтăрчă ял поселенийĕсен территорийĕсенчи ялсенче пурăнакансем. Çав вăхăтрах Тушкил, Енĕш Нăрваш, Чутей ял поселенийĕсен территорийĕсенче пурăнакансем çынсене харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитпа сахал усă курнă.
–Банксем ЛПХ кредичĕпе çынсене кăçал та малалла тивĕçтереççĕ, – терĕ И.Воронцова тĕп специалист-эксперт.