АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хусканусем туни сывлăха çирĕплетет (Здравоохранение)

28 января 2011 г.

Хусканусем туни сывлăха çирĕплетет (Здравоохранение)

Тăвайри пенси çулне çитнĕ çынсен пĕр ушкăнĕ ялти ветерансен совечĕн председателĕ М.Герасимова пуçарăвĕпе спорткомплекса сывлăха çирĕплетме çÿрени çинчен иртнĕ çул район хаçатĕнче çырнăччĕ.
Ветерансем кăçал та кĕрхи ĕçсене типтерлесе пуçтарнă хыççăн занятисене малалла тăсас терĕç.
Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул ертÿçисем ватăсем ыйтнипе эрнере икĕ кун пĕрер сехетлĕхе хореографи залне пушатса пама май тупрĕç. Чун-чĕререн тав тăватпăр эпир вĕсене уншăн.
Г.Маковей ертсе пырать çак ушкăна. Кашни занятинчех Галина Матвеевна çăмăл хусканусенчен пуçласа майĕпен кăткăслисем патне илсе пырать, вĕсен усси пирки ăнлантарать. Хамăрăн ÿсĕмпе, çулĕсем пирĕн сахалах мар пулин те, кĕвĕ çеммипе тата çынпа пĕрле ÿт-пÿ хусканăвĕсем çăмăллăнах пулаççĕ пек туйăнать. Çапла вара пĕр сехет сисĕнмесĕрех иртсе каять. Залра ăшă, çутă, таса.
Пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни, кашнин шухăш-кăмăлĕпе паллашни, шÿтле-шÿтле гимнастика туни пусăрăнчăк кăмăла уçса кичемлĕхе сирсе ярать, пурнăçри йывăр самантсене манма пулăшать. Çĕкленÿллĕ туйăмпа таврăнатпăр киле занятисем хыççăн.
Кăмăл тăвакансене пирĕнпе пĕрле занятисене çÿреме чĕнетпĕр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: ветерансем занятире.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика