АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мирпе, йышпа хăвăрт пулчĕ (ЖКХ)

28 января 2011 г.

“Вырăнсенче, регионсенче тăтăшах пулмалла, управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле лару-тăрура пулнипе кăсăкланмалла, муниципаллă тытăмсемпе ĕçлемелле, çынсемпе канашламалла, пĕчĕк çăхавсене те оперативлă тĕрĕслемелле”, – тенĕ нумаях пулмасть Раççей Правительствин пуçлăхĕ Владимир Владимирович Путин. Вăл уйрăмах тарифсем ÿснине тимлĕх уйăрма сĕннĕ.
Ку ыйтăва Чăваш Енре те çирĕп контрольте тытаççĕ. Пирĕн районта та коммуналлă хуçалăх умне тухса тăракан йывăрлăхсене çынсемпе пĕрле сÿтсе явнă иртнĕ кунсенче. Сивĕре ăшă ан çухалтăр тесе хамăра ытларах тимлеме, май килнĕ таран çитменлĕхсене пĕтерме хутшăнма сĕннĕ. “Ял ĕçченĕ” хаçатра пĕлтĕр икĕ хутчен çырнăччĕ хутмалли сезона кирлĕ шайра хатĕрленменни пирки. “Юсанă хуран нумаях чăтаймасть, тесе каларăмăр сире ноябрь уйăхĕнчех. Халь каллех шăтнă вăл, хваттерсенче Хĕл Мучи хуçаланма пуçлать ĕнтĕ каллех”, – тесе килех шăнкăравларĕç пĕр каçхине Тăвай ялĕнчи юсавпа техника территорийĕнче пурăнакансем. Çынсен çырăвĕсене тата çăхавĕсене тĕрĕслес енĕпе ĕçленĕрен çавнашкал шăнкăравсене хăнăхнă ĕнтĕ. Хальхинче те вĕсен информацине вырăна тухсах тĕрĕслеме шутларăмăр.
Темиçе кун каяллах шăтнă иккен тăххăрмĕш котельнăйĕнчи хуран. Шартлама сивĕсенче системăри шыв ан шăнса лартăр тесе ĕçлеттеркеленĕ ăна операторсем. Сывлăш температурин «хаярлăхĕ» кăштах чаксан, ытлари кун асăннă хурана юсама пуçланă. Малтан хваттерсенче пурăнакансене çакăн пирки пĕлтернĕ, электрокăмакасемпе, газ плитисемпе усă курса пÿлĕмсенче вăхăтлăха ăшă тытса тăма сĕннĕ. Ăшă парса тăракан системăран пĕр сехетре 32 кубла метр шыв çухалма пуçланă, çак тапхăрта пурĕ 12 тонна юхса тухнă. Пушар машинипе çĕрĕпе шыв турттарса тăнă.
Юнкун ирхине котельнăйне эпир тепĕр хут кайма тухнăччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Ванеркепе строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн специалисчĕ Г.Иванов хирĕç килетчĕç. “Хурана юсаса пĕтернĕ, халь ăшă парса тăракан системăри шăтăксене питĕрмелле, икĕ çĕрте шыв юхать. 40 яхăн çул каялла çĕр айне хывнă трубасем хăйсен ĕмĕрне ирттернĕ ĕнтĕ”, – тесе пĕлтерчĕç вĕсем.
Юсавпа техника территорийĕнчи 1-мĕш номерлĕ çурт çывăхĕнче хĕрÿ ĕç пуçланчĕ кĕçех. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, “Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управляющи компани” обществăн генеральнăй директорĕ В.Алякин, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Гаврилов, коммуналлă хуçалăхăн хурансемпе ĕçлекен мастерĕ Ю.Буинцев, коммуналлă услугăсен директорĕ А.Капитонов, техника директорĕ Ю.Козлов (вăл автомашинăпа шыв та ĕмтерчĕ), Ю.Талан тĕп инженер, И.Никитин мастер, Н.Антонов менеджер, И.Петров, Н.Павлов, В.Степанов, В.Баланаев, А.Козлов, А.Виноградов слесарьсем, С.Гурьев сварщик, В.Степанов электрик, В.Семенов машинист, “Дорстрой” обществăн экскаваторщикĕ В.Никифоров тата çÿлерех асăннă В.Ванеркепе Г.Иванов, Канаш хулинчисем пурччĕ унта. Хăш-пĕр хваттерсенче пурăнакансем тухса кăсăкланкаларĕç çурт умĕнчи çĕре хĕлле мĕншĕн чавнипе. Анчах, темшĕн, хăйсен пулăшăвне сĕнекенсем тупăнмарĕç. Тарăн шăтăка аннă арçынсем пылчăкпа шыв ăшĕнче ĕçлерĕç, ĕмĕрне çĕр айĕнче ирттернĕ трубасем алăпа тытнипех хăйпăна-хăйпăна тухаççĕ. Юрăхсăра тухнă труба сыпăкне “болгаркăпа” касрĕç, кайран сваркăпа çĕннине çыпăçтарчĕç. Таса мар шыва автомашинăпа уçласа кăларчĕç. Кайран экскаваторпа çĕре хупăрларĕç.
Асăннă шăтăкра çынсем ĕçленĕ чухне экскаватор тепĕр вырăнти тăпрана чавма васкарĕ. Çапла кашни минута шута илсе, канмасăр, апат вăхăчĕ çитнине, çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр ĕçлерĕç трубасен шăтăкĕсене хуплама хутшăннисем.
Ăшă системи тепĕр тĕлте, Ленин проспектĕнчи вун çиччĕмĕш çурт çывăхĕнче те шăтнă иккен. Унти çитменлĕхе те çÿлерех асăннă йĕркепе пĕтерчĕç.
Каçхине вунă сехетсенелле, шăнса ларнă вырăнсене ăшăтса пĕтернĕ хыççăн объектсене ăшă пама пуçланă тăххăрмĕш котельнăй.
Тăваттăн ĕçлеççĕ унта операторсем. “Пĕтĕм службăна ура çине тăратнă иккен район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев. Мирпе, йышпа ĕç хăвăртрах та пулать. Сезона тухма чăттăрах ĕнтĕ халь ку хуран, çынсене урăх чăрмантарас марччĕ”, – тет В.Софронов оператор. Хуранран шыв 65 градус ăшăпа тухса каятчĕ çав вăхăтра, 50 градуспа каялла çаврăнса килетчĕ. Çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунса сывпуллашрăмăр унпа.
Халь вара çакăн хыççăн пĕтĕмлетÿсем тăвар пĕрле. Ăшă системисене 30–40 çул каяллах хывнă, терĕмĕр. Çавăнпа çакнашкал инкексем малашне кирек хăçан та пулма пултараççĕ. Тьху, чĕлхе çине ан килтĕрех. Хурансем те шыв акшарлă (известь) пулнипе хăвăрт шăтаççĕ. Çакнашкал çитменлĕхсемшĕн никама та кÿренме кирлĕ мар. Çÿлтен пире никам та килсе туса памасть. Хамăрăн тăрăшмалла пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн.
Район администрацийĕнче пĕрлехи диспетчер служби туса хунă. Тăвай енри чрезвычайлă лару-тăруллă ыйтусене хăвăрт татса пама 2–14–10 номерлĕ телефонпа кирек хăш вăхăтра шăнкăравлама пултаратăр. Юлашкинчен çÿлерех асăннă çынсене (тен списока лекейменнисем те пур) пурне те тав тăватпăр пирĕн пата хăвăртрах ăшă çитерессипе ывăнма пĕлмесĕр, сывлăхĕсене шеллемесĕр ĕçленĕшĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика