28 января 2011 г.
–Вунă çын каланине итличчен пĕрре хам куçпа курам,– тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев. Чăн-чăн ертÿçĕн çапла пулмалла та тен: пурне те хăйĕн курса туймалла, пĕлмелле. Çавăнпа ĕнтĕ Юрий Егорович районти кашни ĕç коллективне çитме тăрăшать. Тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене те манмасть.
Ытлари кун, райадминистрацин пĕчĕк залĕнче ĕç ветеранĕсемпе «çавра сĕтел хушшинче» тĕл пулу иртрĕ. Унта тĕрлĕ сферăра ĕçлесе пенсие тухнă çынсем пухăнчĕç: ял хуçалăх производствин ертÿçисенчен пуçласа социаллă сферăра – халăха вĕрентес, сывлăха сыхлас ĕçсенче, культурăра ырă ята тивĕçнисем, партипе совет органĕсенче вăй хунисем таранах. Вĕсем хăй вăхăтĕнче пурнăçăн малти ретĕнче пынă, ĕçе чунтан парăннăскерсем ыттисене хавхалантарнă, район экономикине тĕреклетме тăрăшнă. Вĕсен халĕ те сумĕ пур. Ахальтен мар район ертÿçи вĕсемпе канаш тытма шутланă.
Ю.Васильев пухăннисене кĕскен район пурнăçĕпе паллаштарчĕ, йывăрлăхсем, умри тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. “Хăш-пĕр инçетри ялсенче шкул та, клуб та, фельдшер пункчĕ те, библиотека та çук. Унта та пирĕн пек çынсемех пурăнаççĕ, вĕсен нушисене чуна çывăха илмелле. Халăх тарçисем ăнлав хут çинче кăна ан юлтăр. Влаçра вăйлă, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан çынсем пулмалла, тĕрлĕ тÿре-шараран çирĕп ыйтмалла. Сирĕн пурнăç опычĕ пысăк. Çавăнпа та манăн паян сирĕн шухăш-кăмăлăра пĕлес, сирĕнтен сĕнÿсемпе канашсем илтес килет”, – терĕ Юрий Егорович. Унăн шухăшĕ питĕ ăнланмалла: район пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртмелле, малашне текех хальхи пек сÿрĕк юлма май çук. Сывă пурнăç йĕркишĕн, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн, пур шайри культурăна ÿстерессишĕн, тирпей-илемшĕн çине тăрса кĕрешмелле. Влаçăн вара çынсен нуши-асапне курма, вĕсене май пур таран пулăшма вĕренмелле. Ку вара пĕччен тумалли ĕç мар. Çак пысăк ĕçе пĕтĕм мирпе, пурте пĕр шухăша парăнсан çеç пурнăçлама пулать. Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать, текен ăнланупа çыхăнман ку. «Тăван районшăн чунĕ ыратнăран, хулари хăтлă пурнăçа хăварса, хăйне çак йывăр, тен, пархатарлах та мар ĕçре тĕрĕслесе пăхма каялла çаврăнса çитнĕ вăл Тăвай тăрăхне. Эппин пирĕн, ĕç ветеранĕсен, унăн шухăшне чуна çывăха илмелле, ăна май килнĕ таран пулăшса пымалла. Тавах Сире, Юрий Егорович, çак йывăр лава туртма килĕшнĕшĕн. Сирĕн хальлĕхе вăй-хал та, сывлăх та пур. Турри малашне те Сире вăй-халпа сывлăх парса пытăрччĕ!» – пухăннисен шухăшне палăртрĕ нумай çул район Совечĕн секретарĕнче тăрăшнă А.Алексеева. Н.Матвеев пенсионер район центрĕ ытти районсемпе танлаштарсан тирпей-илем кĕртессипе юлса пыни, нумай хваттерлĕ çуртсене ку чухнехи материалсемпе усă курса пахалăхлă юсайманни, çу кунĕсенче культурăллă канмалли, шыва кĕмелли вырăн çукки, хĕллехи вăхăтра пĕвесене тасатмалли çинчен каларĕ. Ертÿçĕ унăн шухăшĕпе йăлтах килĕшрĕ. Ку енĕпе çине тăма шантарчĕ. Кирек мĕнле пысăк ĕç те пĕчĕккинчен пуçланать. Пирваях район центрĕнчи тĕп урама таса, типтерлĕ тытассинчен пуçăнас шухăшлă пулнине палăртрĕ. Тĕслĕхсем шырама инçе те каймалла мар. 15–20 çул каяллахи Канаш хулинех илер. Епле таса марччĕ, илемсĕрччĕ вăл. Анчах хула пуçлăхĕ В.Полукарова тăрăшнипе (вăл ĕçе йĕркелеме пĕлнипе!) хула сăн-сăпачĕ епле илемленчĕ! Е хамăрпа кÿршĕллĕ вăрмарсене илер. Вĕсем республика кунне хатĕрленсе район центрне çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Мĕншĕн тăвайсен кайра пымалла... Юрий Егорович çавăн пекех тивĕçтерÿ сферинчи культурăна çĕклес ыйтăва та манмарĕ.
Н.Моряков пенсионер (Тушкил) ялсем саланни чуна ыраттарнине асăнчĕ. Акă Тушкилте 90 вырăнлă ача садне юхăнтарнă. Сăхăтпуçĕнче совхоз вăйĕпе тунă шкул çуртне хупнă хыççăн мĕнле шăпа кĕтни каллех паллă. Районта пуçласа çав шкулта теплица хуçалăхне аталантарма условисем тунăччĕ.
Тем тĕрлĕ ыйтăва та хускатрĕç тĕл пулура. “Çĕнĕ шăпăр” çĕнĕлле шăлма, халăх шухăш-кăмăлне итлеме, халăхпа канашлама хатĕр пулни ветерансене савăнтарчĕ. Палăртнă ĕçсене пурнăçлама ертÿçĕне компетентлă, профессионалсенчен тăракан вăйлă аппарат чăмăртама сунчĕç пухăннисем. Тата пурин те пĕр юхăма кĕмелле: уй-хирте, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿпе культурăра, суту-илÿре тата ытти сферăра тăрăшаканăн та, пенсионерăн та, шкулта вĕренекенĕн те, садике çÿрекенĕн те. Пĕр çĕре сурсан кăна кÿлĕ пулать, тенĕ халăхра. Пурнăçа улăштарасси районти кашни çынран килет – çакна пурин те ăша хывмалла.
Тĕл пулу вĕçленсен те çынсем тăрук залран тухса каймарĕç. Кам район ертÿçипе уйрăммăн канашласшăн пулчĕ, лайăх пĕлекенсем, анчах тахçан та тĕл пулманнисем халĕ пĕр-пĕрин сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлчĕç. Влаçпа çынсем пĕр ĕçлĕ хум çинче пулни малашлăх шанăçне çирĕплетет.