28 января 2011 г.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев Тăвайри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе, çуртсен комитечĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă. Унта райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн ĕçĕсене туса пыракан В.А.Ванерке, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Я.Гаврилов, “УК ЖКХ” директорĕ В.В.Алякин хутшăннă.
Хăш-пĕр хваттерсенче сивви, ăшă системи, канализаци йĕркеллĕ ĕçлеменни, çурт тăрринчен йĕпе-сапара шыв кайни, тĕрлĕ тариф ÿссе пысăкланса тăни тата ытти те – пирĕнтен кашнинех куллен канăç паман ыйтусем.
Районта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче 9 котельнăй, 24 оператор ĕçлет. Вĕсем нумай хваттерлĕ 40 çуртра пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Чи малтанах Юрий Егорович коммуналлă хуçалăх тарифĕсем çинчен сăмах хускатрĕ. Тарифсем ÿссе пырасси çут çанталăк газĕшĕн, электроэнергишĕн, пулăшу ĕçĕсемшĕн хаксем пысăкланнипе çыхăннă. Тăвай районĕнче коммуналлă услугăсемшĕн тÿлекен виçе 2011 çулта 3 процент ÿснĕ, ку республикăри чи пĕчĕк кăтарту пулнине кăтартса хăвармалла.
Çурт-йĕрсене пăхса тăрассипе, юсассипе, каяшсене вăхăтра турттарса тухассипе, хваттерсене ăшăпа тивĕçтерессипе çитменлĕх нумай. Çакна граждансенчен пырса кĕрекен жалобăсем те кăтартса параççĕ. Çитменлĕхсене пĕр ЖКХ çине кăна тиемелле-и. Хамăртан та нумай килет. Акă, граждансен асăннă служба умĕнчи парăмĕ 1 млн. та 464 пин тенкĕпе танлашать. Çак кунсенче “Теплоснабжение” ООО представителĕсем коммуналлă хуçалăх отраслĕн ĕçченĕсемпе, ял тăрăхĕн, шалти ĕçсен пайĕн администрацийĕсемпе пĕрле Тăвайри çуртсенчи ăшă сечĕсене тĕрĕсленĕ. Хваттерсенче ăшă системине пăснипе 50 акт çырнă. Хăш-пĕр çемьесенче (22 тĕслĕх) проектпа пăхман хушма приборсем лартса радиаторти ăшă шыва çăвăнма, кĕпе-тумтир, савăт-сапа çума илеççĕ. 6 хваттерте ăшă системинчи шыва юхса тухмалли кран патне сыпăнтарнă. Çапла майпа котельнăйсенче шыв нумай çухалать, çакă ăшăпа туллин тивĕçтерме чăрмантарать. Ахаль те котельнăйсенче оборудованисем, механизмсем кивелсе çитнĕ. Вăйлă хăватлисем туянасси пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă.
Чылай ыйту пулчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ патне. Нумайăшне хваттерсен тулашĕнчи электроэнергишĕн (ДПУ) тÿлев сумми пысăкки канăç памасть. “Кашни çуртрах счетчик пур. Шутлав приборĕсен кăтартăвĕсене, тÿлев виçине палăртнă чухне çуртсен комитечĕсен представителĕсене хутшăнтармалла. Пĕрле ĕçлесен шанманни те чакĕ, электроэнергие вăрлассине те пĕтерме пулĕ”,– терĕ вăл.
“Кивĕ счетчиксене паянхи кун требованийĕсене тивĕçтерекеннисемпе ылмаштармалла. Хăш-пĕр çуртсенче счетчиксем хваттерсенче. Вĕсене подъездсене, коридорсене вырнаçтармалла”,– граждансен çакăн пек сĕнĕвĕсене администраци пуçлăхĕ ырларĕ. Юрий Егорович ЖКХ ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă сĕнÿсемпе шухăшсене райадминистрацие çитермелли майсене пĕлтерчĕ. Çапла, пĕрле тачă çыхăнса ĕçлени кăна ăнăçу, ырă улшăнусем кÿнине палăртрĕ.
Çурт-йĕрсене тĕпрен юсасси пирки те ĕçлĕ калаçу пычĕ пухура. Кивĕ çуртсене (тĕпрен илсен, 25 е ытларах çул каялла тунисене) капиталлă юсама 50 млн. тенкĕрен кая мар кирлĕ. Залри çынсем ыйтнипе кăçал юсама палăртнă çуртсен списокĕпе паллаштарчĕ. Çурт-йĕре пăхса тăрассине лайăхлатма, каяшсене вăхăтра илсе тухма, ялти урамсенче çÿп-çап тăкма ятарлă савăтсем лартса пама ыйтрĕç çынсем.
Тавралăха тирпей-илем кÿрессипе тĕллевлĕ ĕçлесси – кун йĕркинчи чи пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри. “Çынсем пурăнакан çуртсен территорийĕнче хăш-пĕрисем выльăх ферми тунипе, тислĕк купаланса выртнипе ниепле те килĕшме çук”,– терĕ Ю.Васильев. Вăл çавăн пекех кăçал район центрĕнчи тĕп урама – “Дорстрой” обществăран пуçласа автовокзала çити – тирпей-илем кÿрессипе палăртнă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсен шутĕнче – çуртсен умĕсене хитре картасем тытса çавăрасси, пахчасенче чечексем лартса илемлетесси. 2012 çултан ЖКХ штатĕнче дворниксем пуласси пирки те сăмах пуçарчĕ.
“Çак ведомство ертÿçи ĕç вырăнне тивĕçнипе тивĕçменнине граждансен ыйтăвĕсене, отрасльти проблемăсене татса парассипе мĕнле ĕçлени тăрăх хакламалла. Кварталта пĕрре тĕл пулăпăр, мĕнле улшăнусем пулнине пăхăпăр”, – терĕ юлашкинчен Ю.Васильев.
Çынсен ыйтăвĕсем çине компани директорĕ В.Алякин хуравларĕ, ЖКХ ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.