АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир пурнăçа çĕнетсех пыма тивĕç (Экономика)

25 января 2011 г.

Çĕнĕ, 2011 çула кĕнĕ май, 2010 çулхи ял хуçалăх ĕçĕсен итогĕсем тата умри тĕллевсем çинчен район хаçачĕн пай редакторне Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн ĕçĕсене тăваканĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Владимир Алексеевич Ванерке каласа панă.
–Владимир Алексеевич, иртнĕ çулхи йывăрлăхсем – кризислă лару-тăру, вăраха пынă типĕ те шăрăх çанталăк ял хуçалăх отраслĕн ĕçĕ-хĕлĕ çине палăрмасăр юлмарĕç ĕнтĕ. Апла пулин те çав йывăрлăхсене çĕнтерме пурне те тума май килнĕ-ши.
Ванерке. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 2010 çула та, яланхи пекех, пысăк ĕмĕт-шанăçпа пуçланă. Çĕр ĕçĕ тĕп ĕçсенчен пĕри пулнă май, унăн пулăхлăхне лайăхлатма тата ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерме тăпрана 783 тонна минераллă тата 10324 тонна органикăлла удобренисем хывнă, вăрлăхлăх ĕрчетме 185 тонна тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен, 1,5 тонна нумай çул ÿсекен курăксен тата 45 тонна çĕр улмин элита репродукциллĕ вăрлăхĕсене туяннă. Çавăн пекех 433 гектар çинчи йÿçек çĕрсене извеçленĕ, 335 гектар çине кали тăварĕсем хывнă.
Çурхи ака-сухана вăхăтра тата, тĕпрен илсен, лайăх пахалăхпа туса ирттернĕ. Хĕллехи çара сивĕсене пула шăнса пĕтнĕ кĕр тыррисен лаптăкĕсене çĕнĕрен акнă. Вăл сахал-махал та мар – 4460 гектартан 3220 гектарĕ. Çуракинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисен ака лаптăкне 13717 гектара е умĕнхи çулхипе танлаштарсан 109 процента çитернĕ. Çĕр улми 719 гектар е умĕнхи çулхипе танлаштарсан 58 процент чухлĕ нумайрах лартнă. Пулас тухăçшăн аван никĕс хывнă. Анчах çуллахи типĕ те шăрăх çанталăк хăйĕннех турĕ, ял ĕçченĕсем тăрăшнине нумай харама ячĕ, ял хуçалăх культурисен, нумай çул ÿсекен курăксен пин-пин гектарне списать тума тиврĕ. Кунашкал шăрăх халиччен пулманччĕ-ха. Çапах та хуçалăхсем 4361 тонна тырă (гектар пуçне 8,8 ц), 414 тонна çĕр улми (116,1 ц) тата 6 тонна пахча-çимĕç пухса кĕртрĕç.
Çакна та палăртмалла: ырлăх-пурлăхшăн тăрăшса уйсенче пĕр вăхăтрах темиçе ĕç тума пултаракан техникăпа тата энергорессурсене, тăпрари нÿрĕке перекетлеме май паракан технологисемпе анлă усă курма тимленĕ.
Патшалăх финанс тĕлĕшĕнчен пулăшнипе усă курса районта 4753 гектар (умĕнхи çулхипе танлаштарсан, 106 процент) кĕр тыррисем акса хăварнă, 4350 гектар çинче е умĕнхи çулхинчен 2,3 хут нумайрах çĕртме сухи туса хăварнă.
–Хуçалăхсен фермисенче куçа çакă тÿрех курăнать: выльăх-чĕрлĕх пăхакансем выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма вăй хураççĕ.
Ванерке. Юлашки вăхăтра район пуçлăхĕ Юрий Егорович Васильев тата эпĕ те районти кашни фермăнах çитсе курма тăрăшрăмăр. Вĕсенче, тĕпрен илсен, кашнинчех выльăхсене лайăх пăхса тата тăрантарса усрама, çамрăк выльăхсене тĕрĕс-тĕкел пăхса илме, кĕтÿ йышне сыхласа хăварма тата продукци илессине ÿстерсе пыма тимлеççĕ. Продукци пахалăхĕ те тимлĕхре. Чылай çĕрте выльăхсене апата пахалатса параççĕ – çакă та пысăк усă. Пĕлтĕр типĕ те шăрăх çанталăка пула тĕрлĕ выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хумашкăн май килмерĕ. Çавна пула хуçалăхсем республика тулашĕнчен тата ытти районсенчен утă-улăм, жом, ытти апат сахал мар кÿрсе килчĕç. Ку ĕç халĕ те пырать-ха. Выльăхсен, ĕнесен йышне чакарман ял хуçалăх предприятийĕсене ку тĕлĕшпе патшалăх та укçа-тенкĕ енчен нумай пулăшрĕ. Ку вăхăт тĕлне хуçалăхсенче пĕр условнăй выльăх пуçне 18 центнертан кая мар апат единици пур. Уйрăм хуçалăхсенче апат резервĕ те туса хунă.
2010 çулта районти пур категорири хуçалăхсем пурĕ 17.6 пин тонна е умĕнхи çулхинчен 6 процент нумайрах сĕт туса илнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче çак кăтарту 112 процентпа танлашать. Кашни ĕне пуçне сĕт суса илесси те 12 процент хушăннă, çулталăкра вăл 4311 килограма (умĕнхи çулта 3847 кг пулнă) çитнĕ. Икĕ хуçалăхра ĕнесен продуктивлăхĕ 5 пин, саккăрăшĕнче 4 килограмран иртнĕ. Çапла вара пысăк продуктивлă ĕнесемшĕн субсиди илекен хуçалăхсем те 2011 çулта саккăр пулĕ.
Аш туса илессипе те умĕнхи çулхинчен начар мар ĕçленĕ.
Халĕ пур категорири хуçалăхсенче 9047 пуç (ÿсĕм 1 процент), çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче 2814 пуç (ÿсĕм 5,5 процент) мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Ĕнесен йышĕ – 4436 пуç (2009 çулхинчен 100,3 процент), çав шутра ЯХПКсенче – 1459 (102,6 процент). Сыснасен йышĕ те чакман, ЯХПКсенче хушăннă та.
2010 çулта çавăн пекех 24 пуç ăратлă пушмак пăру тата 4 пуç ăратлă сысна аçи туяннă.
–Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессипе те ĕçленĕ ĕнтĕ...
Ванерке. Ку тĕрĕс. Ĕç тухăçлăхĕпе тупăшлăха, производство эффективлăхне ÿстерсе пырас тесен, тĕп фондсене çĕнетсе, хăватсене вăйлатса пымалла, продукцие вырăнта ĕçлесе хатĕрлессипе ытларах тимлемелле. 2010 çулта районта “Чутеевский” ЯХПКри сĕт-çу ферминче 200 пуç ĕне усрамалли витене реконструкци туса лайăхлатнă, технологие çĕнетнĕ. “Акконд-агро фирма” хупă акционерлă обществăра 480 пуçлăх иккĕмĕш витене хута янă. Çавăн пекех талăкра 10 тонна сĕт ĕçлесе хатĕрлекен мини-заводăн пĕрремĕш черетне ĕçе кĕртнĕ. Кусем пурте пысăк суммăлăх ĕçсем. Вĕсем ĕç тухăçлăхне те, производство тупăшлăхне те палăрмаллах ÿстерме май памалла.
–Халĕ çĕнĕ 2011 çула кĕтĕмĕр. Ку çулăн задачисем те пĕлтĕрхинчен капашлăрах, тĕллевлĕрех те пысăкрах пулĕ.
Ванерке. Чи малтанах выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас, выльăхсен йышне сыхласа хăварас тата хушса пырас задача тăрать. Çакă вăл выльăх апачĕ туянмашкăн хушма компенсаци илме те пулăшĕ.
2011 çулта пур категорири хуçалăхсенче аш-какай туса илессине 3,3 пин тоннăна (2010 çулхипе танлаштарсан, 101 процент), сĕт 18 пин тоннăна (105 процент) çитерме палăртатпăр. Продукцие ытларах выльăхсен продуктивлăхне малалла ÿстерсе пынă тата отрасльти техникăпа технологие лайăхлатнă, перекетлĕ ĕçленĕ никĕс çинче туса илме пăхнă. Кăçал кашни ĕнерен вăтамран 4500 килограмран кая мар сĕт сумалла.
Выльăхсене пăхса тата тăрантарса усрас ĕçре прогрессивлă меслетсемпе усă курни, ăратлăха, зооветеринари ĕçне лайăхлатса пыни палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн пысăк витĕм кÿме тивĕç. Ăратлă 40 пушмак пăру (”Чутеевский” тата С.Хумышев ХФХ) туянма, кашни хуçалăхрах ватă тата пĕчĕк продуктивлă выльăхсене улăштарса пыма кĕтĕве çĕнетмелли çамрăк выльăхсен ушкăнĕсем пăхса çитĕнтерме палăртса хунă. Çамрăк выльăхсем кĕтÿ никĕсĕ пулнă май, çулталăкра кашни 100 ĕнерен 87 пăруран тата кашни 100 сысна аминчен 2200 çураран кая мар пăхса илес тĕллев тăрать.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа туса ирттерме тĕплĕн хатĕрленмелле. Çуракине 14926 гектар çинче туса ирттермелле, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем 8850 гектар йышăнĕç. Тухăçлă тыр-пулшăн тăрăшса, çĕр пулăхне лайăхлатассипе комплекслă ĕçсем пурнăçлама, çак шутпах 1140 тоннăран кая мар минераллă удобренисем, 200 тоннăран кая мар пысăк репродукциллĕ тĕш тырă, 50 тонна çĕр улми тата 2 тонна кукуруза вăрлăхĕсем, çум курăксене, чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăсене пĕтермелли пысăк эффективлă хатĕрсем туянса хатĕрлеççĕ.
Ял ĕçченĕсем ĕçре энергоресурссене перекетлемелли технологипе усă курассине, туса илекен продукци хăйхаклăхне чакарассине, продукци тухăçĕпе пахалăхне ÿстерессине пысăк тимлĕх хурĕç.
Çавăн пекех 2011 çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ халиччен усă курман 803 гектар çĕре пусă çаврăнăшне ĕçе кĕртмелле, ку тĕллевпе вырăнти бюджетран та укçа тенкĕ уйăрма пăхнă.
Выльăх апачĕн çирĕп базине туса хурасси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе ака лаптăкĕсен структуринче выльăх апачлĕх культурăсем 40 процент пулĕç. Уйрăм тимлĕхре – белоклă культурăсем акса тăвасси. Çапла майпа 1 условнăй выльăх пуçне 32 ц апат единицинчен кая мар хатĕрлесе хумалла.
–Иртнĕ çулсенчи пекех, малашлăхлă инвестици проекчĕсемпе ĕçлесси те тивĕçлĕ вырăнта пуласса шанаççĕ вулакансем.
Ванерке. Шанчăка çухатманшăн тавах. Чăннипе, ку тĕлĕшпе районта кăçал та сахал мар ĕç тума палăртнă. Çак шута хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх фермисемпе ĕне витисене реконструкци туса лайăхлатассипе çĕнĕ технологисем ĕçе кĕртесси те, продукцие тарăннăн ĕçлесе хатĕрлессипе сĕт продукчĕсем кăларасси те, ытти те кĕрет. Кусем сахал мар укçа-тенкĕпе, харпăр хăй укçипе тата кредитсем илсе явăçтарассипе çыхăннă. Ку ыйтусемпе çине тăрса ĕçлемелли нумай. Çавăнпа хальлĕхе пурнăçа кĕртмелли инвестици проекчĕсем пирки ятран конкретлă чарăнса тăмасан тĕрĕсрех пулĕ. Çапах та пурнăçа малалла ярас тесен – производствăра-и вăл е ытти сферăра – пурне те çине тăрса çĕнетсе пыма тивет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика