АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсене пысăк тимлĕх уйăрмалла (Сельское хозяйство)

25 января 2011 г.

Выльăхсене пысăк тимлĕх уйăрмалла (Сельское хозяйство)

Тавралăх тĕттĕм чаршавне пĕркенме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Ял хуçалăх фермисенчи выльăхсем сивĕ кунсене мĕнле ирттернине, вĕсен апачĕпе тата каçхи сăвăм мĕнле лару-тăрура пулса пынипе, дояркăсен, пăру е сысна пăхакансен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланса çула тухрăмăр.
“Фермăсенче ĕçлеме йывăррине пурте пĕлетпĕр. Сыснасемпе ĕнесене пăхма хаваспах килĕшекенсем халь сахаллансах пыраççĕ. Çавăнпа дояркăсен, сысна, пăру пăхакансен ĕç условийĕсене лайăхлатсах пымалла, выльăхсене те пысăк тимлĕх уйăрмалла”, – тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев.
Унпа пĕрле АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке тата Е.Михайлова тĕп зоотехник пулчĕç фермăсенче.
Ĕнесем лăпкă тăраççĕ
Вăрманхĕррине çывхарас умĕн пуçăмра шухăш вĕçсе иртрĕ: “Кăçал юрĕ пĕлĕтрен тăкăнсах тăрать. Çăмăл машинăпа мĕнле çитĕпĕр-ши“. Çулталăк каялла Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕнчен сакăр ĕне вăрласа тухса кайни те чунра темĕнле хĕрхенÿ туйăмĕ çуратнăччĕ. Мухтав Турра, айăпсăр чĕр чунсен пурнăçне татнисене тытса ответ тыттарнă-ха.
Кăлăхах шиклентĕм иккен. Умри çул уçă, лайăх хырса тасатнă. Вите умĕнче пире хуçалăх ертÿçи Б.Алексеев кĕтсе илчĕ. Шалалла иртес умĕн урасене хырса-тасатса кĕмелли пур. Алăксем çинче хушăксем çук. Витере шăплăх хуçаланать, силосăн техĕмлĕ шăрши сăмсана кăтăклать. Вăрманхĕррисен выльăх апачĕ пахалăхлă упранать эппин. Проходсем те, ĕнесем тăракан вырăнсем те, мачча та тирпейлĕ, чÿречесене витĕр курăнакан клеенкăпа хупланă. Сивĕ мар витере. Ĕнесем çăвар тулли кавлеççĕ. Сыснасем те пур кунта, тинтерех кăна çутă тĕнчене килнĕ çурасем те, кăштах ÿснисем те. Питĕ тытса юратас килчĕ те пĕчĕкскерсене. Сысна ами кÿренет пулĕ тесе шутларăм. Вите варринчи клеткăра тăракан пăрупа вара çывăх паллашрăм. Ачашласа илтĕм те сăмсинчен, пÿрнене пикенсех ĕмме пуçларĕ хайхискер. Унтан кăмăлсăрланнипе муклатса илчĕ пăру, сĕт ыйтать ĕнтĕ ахăртнех.
“Эпир пăхакан мăйракаллă шултра выльăх – 64, 38-шне сăваççĕ. Сыснасен шучĕ 25 çитрĕ. Кунти ĕçсене Р.Шурасева йĕркелесе тăрать. С.Чернова доярка пăхать ĕнесене, выльăхсен сывлăхĕшĕн Б. Иванов ветеринар ответлă. Ĕнесемпе сыснасене пăхма В.Алексеев, И.Ефимов, Н.Лаптин тата ыттисем пулăшаççĕ. Выльăхсем валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ, ăнăçлă хĕл каçасса шанатпăр”, – хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ Борис Левкеевич.
Вăрманхĕррисем пĕр ĕне пуçне 2009 çулта 3369 килограмм сĕт сунă пулсан, пĕлтĕр – 3426 килограмм. Юрий Егорович ĕç укçипе, выльăхсен йышĕпе, дисциплинăпа кăсăкланчĕ тата ытти ыйтусем пачĕ, ферма работникĕсене çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ.
Пăру çутă тĕнчене килчĕ
Мучарти ĕне вити çывăхĕнче рулонланă утă е улăмăн пысăк купине асăрхарăмăр. Кунта ĕçлекенсем те ÿркенмеççĕ, выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарассишĕн тăрăшаççĕ. Витере çутă, тирпейлĕ, сивĕ мар. Сергей Константинович Муханов йĕркелесе пырать ĕçсене. Каçхине те ĕç шавĕ тăрать витере. Ĕнесем хушăран муклатса илеççĕ. “Пăру çутă тĕнчене килчĕ!” – вырăсла пĕлтерчĕ кĕçех пĕр хĕрарăмĕ. Тепĕр доярки ĕне патне васкарĕ. Çакнашкал ырă пулăма курсан, чун питĕ савăнчĕ. Ĕне пĕчĕкскере çуллать те çуллать, хăвăртрах урисем çине тăратасшăн ĕнтĕ ăна. Мучарсем пĕр ĕне пуçне 2009 çулта 2814 килограмм сĕт сунă, пĕлтĕр – 4158 килограмм. Л.Жаркова, Г.Баданова дояркăсене, Н.Муханова пăру пăхакана, В.Пугачев слесаре ырăпа асăнчĕ Сергей Константинович. 110 мăйракаллă шултра выльăх пăхаççĕ кунта, сăваканни – 60.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев канмалли пÿлĕмре калаçрĕ ферма ĕçченĕсемпе, ял çыннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
Каçхи сăвăм пырать
“Дружба” ЯХПКн ĕне ферми асфальтлă çултан сылтăм енче вырнаçнă. Пире хирĕç хуçалăх ертÿçи А.Салканов утатчĕ. Анатолий Васильевич фермăна çуран çитме сĕнчĕ, хаваспах килĕшрĕмĕр. Калаçса пынипе çул кĕскелчĕ, вите тĕлне хăвăртах çитрĕмĕр. Унăн çывăхĕнче выльăхсем валли апат турттарма пулăшакан лаша тăрать пулас. Шăпах ĕнесене сунă вăхăтра кĕтĕмĕр витене. Пăрăхсем тăрăх сĕт куçать те, куçать. Выльăхсем ют çынсене асăрхаса-ши, çине-çине сасă пама пуçларĕç. “Дружба” ЯХПКн мăйракаллă шултра выльăх 378 шутланать, 126-шне сăваççĕ. Кĕршесен пĕр ĕне пуçне сĕт сунă çулталăкри кăтартăвĕсем – 4084 (2009 ç.), 4051 килограмм "2010". Н.Баранова, Т.Калашникова, Т.Машенькина, заведующи ĕçĕсене туса пыракан Л.Николаева, П.Терешина, Е.Калашникова, Н.Сафонова, Р.Герасимова, С.Баранов слесарь, Е.Родинпа (президент стипендине тивĕçнĕ) В.Машенькин скотниксем тата ыттисем те мухтава тивĕçлĕ. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.Васильевпа ыттисене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Хаваслă калаçу пуçланчĕ тÿрех. Вырăссем чăвашсенчен хăюллăрах çав, тĕрлĕ ыйту параççĕ. А.Салканов ертÿçĕ фермăри ĕç-хĕлпе интересленсех тăнăшăн кăмăллă выльăх пăхакансем. Юлашкинчен хăйсен ĕçĕпе паллашма килнисене тав турĕç кĕршесем.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Кĕршери ферма ĕçченĕсемпе.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика