АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апатланма хаваспа çÿреççĕ (Общественное питание)

25 января 2011 г.

Апатланма хаваспа çÿреççĕ (Общественное питание)

Кашни кун иртсе çÿретĕп “Злата” обществăн столовăйĕ умĕпе. Юлашки вăхăтра унта тăтăшах çынсем кĕрсе кайнине асăрхатăп. Хамăн та пĕрре кăна мар пулма тÿр килнĕ унта. Поварсем хатĕрленĕ блюдăсене тутаннисĕр пуçне зал илĕртÿлĕхĕпе те киленсе тухатăп кашнинчех. Хăйсен ĕçне чăннипех юратакансем хатĕрленĕ ĕнтĕ унăн дизайнне.
Йывăçран паянхи кунпа килĕшÿллĕ тунă сĕтелсемпе саксене икĕ рете вырнаçтарнă. Пĕрин хушшине харăсах тăваттăн ларса апатланма пулать. Канакан ушкăнсем пĕр-пĕрне ан кансĕрлеччĕр тесе хăш-пĕр сĕтелсене илемлĕ хÿшĕсемпе хупăрланă. Кашни çын салфеткăпа усă курма пултарать. Пăрăç, горчица, тăвар, хрен кирлĕ-и... Тархасшăн. Вĕри яшкаллă турилккесем лартнипе сĕтелсем илемне ан пĕтерччĕр тесе тăрăшнă тата, йывăç подноссем хунă кашни çын умне.
Чÿречесен каррисене пăхса ытармалла мар, вĕсем стена тата мачча тĕсĕпе килĕшÿллĕ. Чĕрĕ чечексем чуна канлĕх кÿреççĕ. Урай шурă тĕслĕ строительство материалĕнчен.
Апатланакансене аллисене çума, типĕтме май туса панă. Тумтирсене йăрхах (вешалка) çине çакма пулать. “Апачĕ тутлă пултăр”,– текен сăмахсене вуланă хыççăн таçта, ăшра хаваслăх хуçаланма пуçлать. Çăкăрпа тирпейлĕ пулма сĕнеççĕ столовăй ĕçченĕсем. Тавар илекенĕн кĕтесĕ те пур. Сана столовăйĕнче килĕшрĕ пулсан, ăшă сăмах çырса хăвар, ан ÿркен, кĕнеки хатĕрех. Телевизор курма, хаваслă кĕвĕ итлеме те, кирлĕ пулсан ташлама та пултараççĕ кунта канакансем.
Меню пуян, пĕрремĕш, иккĕмĕш блюдăсем пур. Пахча çимĕç салачĕсем те туянма пулать, хакĕсем чăтăмлă. Чей, пылак шыв, сĕткен ĕçме пултаратăр. Менюпа “Злата” общество директорĕ Оксана Алексеевна Михайлова интересленсех тăрать, куллен сĕнÿсем парать.
–Кунта тĕплĕ юсав ирттернĕренпе çынсем ытларах килме пуçларĕç. Пĕрисем апатлансах каяççĕ, теприсем канмалли кунсенче уяв ирттересси пирки канашлаççĕ, – пĕлтерет Лариса Андреева аслă повар. Çынсене апатлантарас енĕпе тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ иккен вăл малтан. Тăван ене килсен хăнăхнă ĕçех пуçăннă. Сăмах май каласан, Оксана Алексеевна унăн аппăшĕ иккен. Аслă повара Елена Васильевна Владыкпа Зоя Васильевна Александрова пулăшаççĕ. Ольга Яковлевна Михайлова чашăк-тирĕке çуса тăрать, сĕтелсене тирпейлет. Апатланнă хыççăн çынсем пушаннă турилккесемпе стакансене хăйсемех кайса хураççĕ. Поварсене тав туса тухса каяççĕ.
“Злата” обществăн столовăйĕ кашни кунах ĕçлет. Эрне кун, шăмат кун, вырсарни кун (14 сехетрен пуçласа) 23 сехетченех тивĕçтереççĕ. Çын пуçне 370 тенкĕпе тĕрлĕ уявсем ирттерме заявкăсем йышăнать коллектив. Сире столовăйĕнче хаваспах кĕтеççĕ. Килти пек малтан сĕтел хатĕрлесе, кайран тасатса вăхăт ирттермелле мар. Канлĕ кану сире кăмăла каясса шанатпăр. Кĕрсе тухăр, апатланăр, ÿкĕнмĕр.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: “Злата” общество ĕçченĕсем – Л.Андреева, Е.Владык, О.Михайлова, З.Александрова каннă вăхăтра.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика