АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сутуçăсем те маттур (Торговля)

25 января 2011 г.

Сутуçăсем те маттур (Торговля)

Магазин сентрисем тĕрлĕ таварпа чылай пуянланчĕç “Злата” тулли мар яваплăхлă общество йĕркеленнĕренпе. Хăвăрт пăсăлма пултаракан таварсем холодильникре упранаççĕ. Шампунь, супăнь, кĕпе çумалли порошок, хуçалăхра кирлĕ ытти япаласем те пур уйрăм çыннăн суту-илÿ çуртĕнче. Çăкăрпа булка изделийĕнчен татăк тăмаççĕ кунта. “Акконд–агро фирма” обществăн пахалăхлă сĕтне тултарса сутатчĕç малтан. Пĕр литрĕ 22 тенкĕ тăратчĕ. Çынсем черет тăрсах илетчĕç ăна. Ĕлкĕрейменнисем вара тепĕр кунне тултарсах хума банкисене парса хăваратчĕç. Çĕнĕ цех ĕçлеме пуçланăранпа сĕте микробсем ĕрчесрен пастерлеççĕ, пакетсем çине тултараççĕ. Пĕрне 28 тенкĕ парса илме пулать. Тăвай енĕн сĕчĕ пысăк пахалăхлă пулнине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çавăнпа “От Красули” тесе çырнă сĕт пакечĕсене хăюллăнах туянаççĕ. Пĕчĕк ачасемшĕн те, аслăраххисемшĕн те сиплĕ ĕнтĕ вăл.
Магазинра сире Надежда Константиновнапа Тамара Петровна Ивановасем тивĕçтереççĕ. Сутуçăсем тавар туянакансемпе кăмăллă калаçаççĕ, тĕрлĕ япала сĕнеççĕ. Мĕн те пулин туянмасăр ниепле те тухаймăн обществăн суту-илÿ çуртĕнчен.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Н.Иванова сутуçă ĕçре.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика