АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсемшĕн тăрăшатпăр (Торговля)

25 января 2011 г.

Çынсемшĕн тăрăшатпăр (Торговля)

“Акконд-агро фирма” общество столовăйĕпе магазинне арендăна парассине пĕлсен, хаваспах ки-лĕшрĕмĕр. Тахçанах тăван еншĕн мĕн те пулин ыррине тума ĕмĕтленеттĕм. Тăрмăшри нумай ачаллă çемьере ÿснĕ эпир, атте-анне çĕр-шыва, тăван тавралăха, ентешсене хисеплеме вĕрентнĕ.
Хусанти комбинатпа обществăлла апатланун Канаш хулинчи филиалне чылай вăхăт хушши ертсе пытăм. Аслă пĕлÿ илнĕ. Тăвайри столовăйпа магазинра пĕлтĕр çу уйăхĕнче ĕçлеме пуçларăмăр. Май килнĕ таран апатланакансем хăйсене канлĕ туйччăр тесе тăрăшрăмăр. “Дорстрой”, “Акконд-агро фирма” обществăсен, район администрацийĕн, прокуратурăн, судăн тата ытти организацисен работникĕсем, ялсенчен килекенсем кăмăлласах çÿреме пуçларĕç.
Магазин юнашарах пулни питĕ вырăнлă. Пĕр кайнă чухне суту-илÿ валли те тавар илсе килме пулать. Ку енĕпе Саша ывăлăм чылай пулăшать, поставщиксем те килсех тăраççĕ. Хĕрĕм, Эльза та экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Бухгалтери ĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçлать, çемьеленнĕ. Кĕçĕнни Злата ятлă пирĕн, вăл аслă шкулта пĕлÿ пухать. Обществăна унăн ятне панă. Мăшăрăн, Николай Петровичăн, тĕревĕ, 3 çулхи Кирочка мăнукăн йăл кулли чылай вăй-хал хушать. Николай Петровичпа 26 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнатпăр. Вăл Çурçĕрте ĕçлет. Çемйин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать, сĕнÿсем парать. Унсăрăн эпир çак пысăк ĕçе пуçарайман та пулăттăмăр.
Тăвай ен çыннисемшĕн ыррине тата нумайрах тăвас килет. Ĕмĕт-шухăшсем пур-ха. Столовăйпа магазина хамăр çине куçарасшăн. Вăй çитерейретпĕр пулĕ тесе шухăшлатпăр. Самантпа усă курса тăван ен çыннисене телей, юрату, çирĕп сывлăх сунатăп. Пурне те, “Злата” общество членĕсен ĕçĕпе çывăх паллашма сĕнетĕп.
 
Сăн ÿкерчĕкре: О.Михайлова директор хĕрĕпе, Э.Шакинапа, ĕçре.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика