21 января 2011 г.
Ялĕ пĕчĕк пулсан та, Нÿшкассинче çамрăксем сахал мар. Вĕсем ялта тĕрлĕ ĕçсене тума та, уявсенче савăнма та пурте пĕр çын пек хутшăнаççĕ.
Акă Кăшарнире шыва кĕресси Нÿшкассинче йăлана кĕнĕ. Кăçал та, çанталăк сиввине пăхмасăрах, çур çĕр тĕлне ватăсемпе çамрăксем пухăнчĕç ялти пĕртен-пĕр çăл патне. Н.А.Платонов мăшăрĕпе, Н.А.Платонова, Григорьевсем çемйипех тата ыттисем те. Çамрăксем те чылайăн пынă. Вĕсенчен чи маттуррисем – Юрий Гурьевпа Евгений Степанов сивве пăхмасăрах пуçласа шыва кĕчĕç. Вĕсем хыççăн шыва кĕрекенсем татах та пулчĕç. Çапла вара ĕлĕкрен пыракан йăлана нÿшкассисем çирĕп пăхăнаççĕ. Уявсене кашнинех паллă тума тăрăшаççĕ. Пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунас килет çакă çĕнĕ çулта.