АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ентеш (Общество)

21 января 2011 г.

Пултаруллă ентеш (Общество)

Тăвай тăрăхĕ хăйĕн паллă та маттур çыннисемпе пуян. Н.М.Яклашкин кăларнă “Тăвай енĕн сумлă çыннисем” кĕнекере Б.Г.Миронов çинчен те вуласа пĕлме пулать.
Борис Гурьевич Миронов 1960 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех математикăпа физика предмечĕсем патне туртăннă, районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннă. Баскетболла, волейболла, футболла маттур вылянă.
Унăн ашшĕ, Гурий Миронович, Енĕш Нăрваш шкулĕнче нумай çул директорта, географи учителĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ, Елизавета Егоровна, мĕн пенсие тухичченех ачасене хими вĕрентнĕ. Борис та учительсен çемье династине малалла тăсма шутланă. 1977 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн аспирантурăра вĕреннĕ.
1990 çулта Борис Гурьевич Хусан университетĕнче кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. 1995 çултан доцент, 2006 çултан физикăпа математика наукисен докторĕ вăл. 50 ытла наука ĕçĕ пичетлесе кăларнă.
Борис Мироновăн ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕпе çыхăннă. Преподавательте, аслă преподавательте, математика анализĕсен кафедрин заведующийĕнче ĕçленĕ. Халĕ вĕрентÿ ĕçĕн тата хушма вĕрентĕвĕн проректорĕнче тăрăшать.
Ĕçне кура – хисепĕ. 1995–1996 çулсенче наукăпа техника енĕпе ĕçлекен талантлă ученăй Чăваш Республикин патшалăх стипендине тивĕç пулнă. 2006 çулта Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕн ятне (наукăпа техника номинацийĕнче) çĕнсе илнĕ. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн “Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, “Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ятсемпе чысланă ăна.
Тăван ен хăйĕн пархатарлă та сумлă çыннипе чăннипех те мухтанма пултарать.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Б.Г.Миронов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика