18 января 2011 г.
Тăрмăшри культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокĕн членĕсем ялти активистсемпе пĕрле К.Иванов ячĕллĕ Чăваш драма театрне “Евчĕ” спектакль кайса курчĕç. Постановкăри ĕçсем Грузире пулса иртеççĕ. Кулăшла самант нумай пулчĕ унта. Тулли кăмăлпа куртăмăр, култăмăр. Хамăр ял каччи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Иванов ĕнентерÿллĕ вылярĕ хăйĕн рольне. Çавăн пекех Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артистки Нина Яковлева, ЧР халăх артисчĕ В.Семенов тата ытти паллă артистсем вылярĕç. Театрта спектакль курма лайăх: сцена çаврăнать, декорацисем хитре, чăн-чăн пурнăçри пекех. Куракан нумай, пушă вырăн та пулмарĕ.