АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киревсĕр йăла хăвăрт сарăлать (Здравоохранение)

18 января 2011 г.

“Ку çын ĕнер эрех самаях ĕçнĕ пулас”, – тесе иртетпĕр эпир шыçăнса кайнă пит-куçлă хĕрарăма е арçынна курсан. Алкоголизм чирĕн асăннă паллисем вара чылайăшĕн çиеле тухмасан та пултараççĕ. Чи хăрушши халь – 14 çула çитменнисем те эрехçĕсен йышне хушăнни.
Эпир алкоголизм чирĕнчен намăсланма хăнăхнă. Çавăнпа нарколог патне сывлăх хавшаса çитсен кăна каятпăр.
“Коктейль, эрех, сăра ĕçсен хăвăрт ÿсĕрĕлместпĕр”, – тесе шутлакансем йăнăшаççĕ. Хаярлăхĕ начартарах пулин те, шурă эрехрен хăвăртрах сиен кÿреççĕ вĕсем. Пире телевизорпа час-часах сăра ĕçекенсене кăтартаççĕ. Шăрăх кунсенче аллине сăра кĕленчи тытса утакансем нумайлансах пыраççĕ. Ачисем хăйăр купи çывăхĕнче вылянă чухне амăшĕсем коктейль е сăра ĕçнине епле ăнланмалла тата?
Уявсене эрехсĕр ирттернине чылайăшĕ пысăк тĕлĕнтермĕш вырăнне хурса йышăнать. Çĕнĕ ĕçе вырнаçсан, çумалла. Ача çутă тĕнчене килнĕ савăнăçа та эрехпе сÿрĕклетме хăнăхнă ашшĕпе амăшĕ. Ĕçес текен çын сăлтавне тупать. Çĕнĕ çул, хĕрарăмсен уявĕ тата ытти те. Ку кăна-и? Çывăх çынна тирпейлесе пытарсан та ĕçсех кулянатпăр.
“Ачасем урамрах эрехпе ашкăнаççĕ, ывăл ÿсĕр килсе хĕнесе пĕтерчĕ”, – тесе ÿпкелешетпĕр тата. Хамăр ĕçмелли тĕрлĕ сăлтав шыранă чухне вара тĕлĕнместпĕр.
Çĕр-шывра ку енĕпе культура самаях хавшанă. Çамрăксем хăйсен çуралнă кунĕсене пĕр ещĕк сăра ĕçсе ярса ирттерессине хăнăхса пыраççĕ. Мухтанаççĕ те нумайрах ĕçме пултарнăшăн. Вĕсем хăйсен тыткаларăшĕнчен именмеççĕ. Мĕншĕн тесен аслисем те çапла тăваççĕ, ачисем умĕнчех черкке хыççăн черкке йăвантараççĕ. Енчен те ывăлăр е хĕрĕр сывă пурнăç нормипе пурăннине курас килсен, хăвăртан пуçлăр. Сăра ĕçни сывлăхшăн сиенлĕ тесе ăнлантарнине итлемеççĕ те вĕсем. “Эсир Çĕнĕ çулта е ĕнер эрех ĕçрĕр-çке”, – тесе хирĕçлĕç кăна çамрăксем. Епле хурав парайратăр вĕсене?...
Ку киревсĕр йăлапа патшалăхăн кăна кĕрешмелле мар. Кашни çыннăн унта тÿпе хывмалла. Нацин çак инкекĕ тарăн çыран хĕрне илсе çитерсен кăна ахлатсан, кая юлатăр. Самантлăха савăнăç кÿрсе хăвăр пурнăçăра ан кĕскетĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика