14 января 2011 г.
“...Республикăри çĕр айĕнчи ĕçмелли тата хуçалăх тĕллевĕсемпе усă куракан шывсен 40 проценчĕ санитарипе хими нормисене тивĕçтермест. Муниципалитет влаçĕсене çивĕч ыйтăва патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн пĕтĕм майĕпе усă курса татса памалли çул-йĕр шырама кирлине аса илтеретĕп”, – тенĕ ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.
Çынсен ырлăхĕшĕн вăхăтне те, вăй-халне те шеллемест Мучарти Пролетарски урамĕнчи Е.Н.Шибалов пенсионер. Пĕлтĕрхи типĕ, шăрăх çанталăка пула пирĕн районти ялсенче те нумай кÿлĕ, çăл куç, тараса типсе ларчĕ. Евгений Николаевич вара хăйсенчен инçех мар, чиркÿ патĕнчи çăла “шефа” илчĕ. Юшкăнтан тасатса, ун таврашне тирпейлесе тăчĕ. Шывĕ таса, çемçе, тутлă, трубаран юхса тухать. Автомашинăпа та, лашапа та, çунапа та флягăсемпе турттараççĕ ăна ялта пурăнакансем. Пурте çăла пăхса тăракана ăшшăн тав тăваççĕ.
–Евгений Николаевич çăлсăр пурăнаймасть пулĕ, – тет çак ялти Валентина Лаврова обществăлла корреспондент çут çанталăк тусĕ пирки сăмах хускатсан. –Хамăр та çак çăлтан шыв ăсса пурăннăран, хĕл кунĕсенче те тивĕçлĕ канури ветерана тăтăшах тĕл пулатăп кунта. Пăрланнă вырăна пуртăпа катса тасатать, юра хырса тăрать. Ялта шыв енчен кансĕртерех. Пур çĕрте те колонкăсем йĕркеллĕ ĕçлемеççĕ. Çавăнпа çăл шывĕ ăсма ялĕпе çÿреççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Кĕпе чÿхемелли те тунă. Январь пуçламăшĕнче Евгений Николаевичăн çуралнă кунĕ пулчĕ. Ял-йыш ячĕпе вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунасшăн ăна.
Шибаловсен çемйине ялта хисеплеççĕ. Кил хуçи фермăра ĕçлесе пенсие тухнă. Çулла кĕтÿ кĕтнĕ, хĕлле выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте ĕçленĕ. Мăшăрĕ Надежда Ивановна та кун-çулне выльăх-чĕрлĕх пăхассипе çыхăнтарнă, малта пыракан дояркăсенчен пĕри пулнă.