АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инженер-строитель, тавра пĕлÿçĕ, обществăлла корреспондент (Общество)

14 января 2011 г.

Инженер-строитель, тавра пĕлÿçĕ, обществăлла корреспондент (Общество)

Çак уйăхра пирĕн обществăлла корреспондент Василий Александров 60 çул тултарчĕ. Вăл 1968 çулта Тăвайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Чул хулари инженерипе строительство институтне çул тытнă. Ăна шкул çулĕсенчех çĕнĕ çуртсем çĕклес, пысăк сооруженисем тăвас ĕç килĕшнĕ. Çамрăк чунĕнче, тен, Тенеяль çывăхĕнчи ГЭСа кайса курни те, çав çулсенче Шупашкар ГЭСне тума пуçăнни те хăйĕн йĕрне хăварнă. Вĕт строитель – чи авалхи, çав вăхăтрах нихçан та ватăлман, пурнăçра яланах кирлĕ специальность. Василий Анатольевич хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултарнăшăн савăнать. Алла диплом илнĕ хыççăн вăл Нижнекамскри нефтьпе хими комбиначĕн 2-мĕш тата малалли черечĕсене тума хутшăннă, мастертан аслă прораба çитнĕ. 1978 çулта тăван района куçса килнĕ. МПМКра тĕп инженерта вăй хума тытăннă. Çав çулсенче район территорийĕнче çĕкленнĕ хуçалăхсем хушшинчи сысна самăртмалли комплекса, районти культура çуртне, тĕп больницăна хута янинче унăн тÿпи те пур. Район территорийĕнче “Козловская” ПМК йĕркеленсен, В.Александрова ăна ертсе пыма шанаççĕ. Ку коллектив хуçалăхсенче хăмла плантацийĕсем хывать, хăмла татса типĕтекен комплекссем лартать.
Производствăна хутшăннипе пĕрлех ăна Г.Соловьев редактор райхаçат ĕçне явăçтарать, умстатьясем, строительство темипе статьясем çырма заданисем парать. 20 çул ытла ĕнтĕ вăл район хаçачĕпе çыхăну тытать. Унăн сăнне обществăлла корреспондентсен Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Пурăна киле Василий Анатольевичăн татах çĕнĕ интерессем вăранчĕç. Унра тĕпчевçĕ чунĕ пурăнать. Вăл чăвашлăх ыйтăвĕсемпе аваллăхпа кăсăкланма, хамăрăн йăх тымарсене тĕпчеме тытăнчĕ, хăйĕн шухăшне район хаçатĕнче кăна мар, республикăри пичет кăларăмĕсенче те палăртрĕ. Ăна чăваш халăхĕн паллă ăсчахĕ Василий Николаев академик асăрхарĕ. Шел, иккĕшĕ тĕл пулса кăмăл туличчен калаçса ĕлкĕреймерĕç, академик пĕр шутламан çĕртен çĕре кĕчĕ. Вăл Тутар Республикинчи Закиев академикпе те çыхăну тытать, çырусем çÿретет.
Юлашки вăхăтра Василий Анатольевич “Акконд–агро фирма” обществăра инженер-строительте вăй хурать. Çак кĕске вăхăтра район территорийĕнче ку чухнехи выльăх-чĕрлĕх комплексĕ ÿссе ларчĕ, сĕт ĕçлесе хатĕрлекен цех хута кайрĕ. “Акконд–агро” хăйĕн производство объекчĕсене нумай юсаса çĕнетрĕ. Çав ĕçсенче пуринче те Василий Александровăн ĕçе юратакан аллисем сисĕнеççĕ. Унпа калаçма кирек хăçан та интереслĕ.
Район хаçачĕ хăйĕн харсăр обществăлла корреспондентне Василий Анатольевич Александрова 60 çулхи юбилейĕпе чĕререн саламлать, ăна çирĕп сывлăх, çĕнĕ тĕпчевсем тума ăнăçу сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика