14 января 2011 г.
Йăлана кĕнĕ Раштав турнирне 10 шахматист хутшăнчĕ, вĕсенчен иккĕшĕ – шкул ачисем. Çав хушăрах çуллен вылякансенчен Р.Совин, О.Лисов, Ю.Арестов, В.Семенов, В.Дмитриев, А.Афанасьев, И.Соловьев, В.Александров пулмарĕç. Пурте пĕрле пухăнас-тăк турнир тата пысăкрах сум илнĕ пулĕччĕ.
Çавах тĕл пулусем çивĕч иртнине палăртмалла. Иртнĕ çулхи турнир çĕнтерÿçи А.Шишов 3 çухату тÿсрĕ пулин те (пĕлтĕр пĕртен-пĕр тĕл пулăва К.Григорьева кăна выляса янăччĕ) 6 очкопа шанчăклăнах 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Чăн та, А.Алексеевпа Г.Федотов унран çур очко кăна юлчĕç. Пĕр тăван Семеновсем япăх мар вылярĕç, пĕрешкел очко пухрĕç – 4,5. Александр А.Шишова, А.Алексеевпа К.Григорьева парăнтарма пултарчĕ. Çавах та Кивĕ Пуянкассинчен аннă Николай Кондратьев пуринчен те лайăх вылярĕ. Вăл 9 тĕл пулура пурĕ те 2 очко кăна çухатрĕ. Рейтингпа хăйĕнчен чылай çÿлерех тăракан пуçанине, хăйĕн пекех 7 очко пухнă Владислав Пастухова парăнтарчĕ. Николай Иванович çак кунсенче 61 çул тултарчĕ, хăйне çуралнă кун ячĕпе лайăх парне кÿме пултарчĕ. Вылякансем çавăн пекех 60 çул тултарнă ятпа Василий Анатольевич Александрова ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Тĕп турнир хыççăн шахматистсем 2 çаврăмлă блицра тупăшрĕç. 11-шер очко пухса А.Алексеевпа К.Григорьев çĕнтерчĕç.