АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăла-йĕркесене упрассишĕн (Культура)

14 января 2011 г.

Ырă йăла-йĕркесене упрассишĕн (Культура)

Районти культура ĕçченĕсен черетлĕ семинарне республикăри халăх пултарулăх çурчĕн специалисчĕсем С.Лаврентьевапа С.Романова та хутшăнчĕç. Светлана Григорьевна, чăвашлăха чунтан парăннăскер, фольклор йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарса пырас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл тăван чĕлхепе илемлĕ те таса калаçать, итлесе ларма кăмăллă.
–Пирĕн хамăр чăваш пулнăшăн вăтанмалла мар. Эпир ĕçчен те пултаруллă халăх. Пирĕн хамăрăн культура, искусство. Ахальтен мар Чăваш Республикине çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ теççĕ. Çав еткере пирĕн упраса, аталантарса пымалла, – терĕ С.Лаврентьева. Çăл шывĕ пек илемлĕн шăнкăртатрĕ таса чăваш чĕлхи.
Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси культура ĕçченĕсенчен те нумай килет. Вĕсем çак ĕçе чуна çывăх илнинчен, ăрусен çыхăнăвне тытса пынинчен, çамрăк ăрăва та çав ĕçе явăçтарнинчен. Нумайăшне çухатнă ĕнтĕ, нумайăшне вăхăт тусанĕ пуснă. Асанне-кукамайсенчен юлнисене те пулин типтерлĕн упрасчĕ.
Тăвайри фольклор ушкăнĕ С.Лаврентьева пулăшнипе чăвашсен ĕлĕкхи юрри-кĕввисене шăрантарса пачĕ. Итлесе ларма кăмăллă пулчĕ асанне юррисене.
Декораципе прикладнăй искусство ыйтăвĕсемпе халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕ С.Романова тухса калаçрĕ. Хушпу, тухья, ум çаккисем хатĕрлес енĕпе нумай усăлли пĕлтĕмĕр унран. З.Воронова халăх ăсти пире хăй аллипе тунă наци тумĕн уйрăм пайĕсемпе паллаштарчĕ. Кăмăл тăвакансем бисерпа усă курса чăваш эрешĕсем тума вĕренчĕç. Тĕл пулу усăллă иртрĕ, вăл пурне те килĕшрĕ.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: республикăри халăх пултарулăх çурчĕн специалисчĕ С.Лаврентьева шăрçасемпе, тенкĕсемпе илемлетнĕ пуçа тăхăнмаллипе. Унпа юнашар хамăр ентеш, культура программисен дирекцийĕнче ĕçлекен Т.Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика