АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Хавхалану” хавхалантарать (Культура)

12 января 2011 г.

Ватлăх хăйне майлă илемлĕ самант. Пушă вăхăчĕ те ытларах тупăнать. Хăв кăмăллакан ĕçпе киленме пулать. Çынсемпе хутшăнма та майсем пур.
Тĕмерти библиотека çумĕнчи ветерансен клубне хĕрарăмсем кăмăлласах çÿреççĕ. Ăна ертсе пыракан Зоя Ивановна Яцыкова кашни занятие интереслĕ те усăллă ирттерме тăрăшать. Ăна Т.П.Зайцева пулăшса пырать. Вăл хăй вăхăтĕнче нумай çул хĕрарăмсен канашĕн председателĕн ĕçне чунтан парăнса туса пынă.
Занятисенче тĕрлĕ ал ĕç тума вĕренеççĕ, тутлă апат-çимĕç пĕçерме хăнăхаççĕ, хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухаççĕ, паллă çынсемпе тĕл пулаççĕ. Пĕр кĕçнернире тутлă пĕçерессипе конкурс йĕркелерĕç. Кашниех хăйĕн çимĕçне астивме сĕнчĕ. Зоя Андреевна Климован пылак торчĕ, Ольга Трофимовна Ямщикован кăпăшка кукăлĕ, Мария Сергеевна Кузнецован техĕмлĕ пицци, Таисия Прокопьевна Зайцевапа Светлана Николаевна Ярхунован тутлă лимонникĕпе салачĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.
Клубăн ячĕ çав тери килĕшÿллĕ. “Хавхалану” клубра пулнă хыççăн чунра çĕнĕ вăй хушăннă пек туйăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика