АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтава тивĕçлĕ (Общество)

12 января 2011 г.

Мухтава тивĕçлĕ (Общество)

Кашни шкулăн хăйĕн историйĕ, çитĕнĕвĕсем, мухтавлă учителĕсем. Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти технологи учителĕпе Константин Васильевичпа Таисия Ивановна лаборант пирки ырă сăмахсем çеç калама пулать.
К.Петров тăван шкулта 1998 çулта ĕç урокĕсен учителĕ тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕ пулса ĕçлеме пуçланă. Маларах “Красная Чувашия” хуçалăхăн трактор бригадин бригадирĕнче, партин пуçламăш организацийĕн секретарĕнче тăрăшнă. Ăста специалист çамрăксене тракторист правине илмешкĕн ăнăçлă вĕрентсе пынă. Алла документ илнисенчен чылайăшĕ колхоза ĕçлеме юлнă. Технологи урокĕсене тата моделистсен кружокне çÿллĕ шайра йĕркелесе пынă вăл. Унăн вĕренекенĕсем çулсерен районти технологи тата модель тăвакансен конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăнса, республикăри тупăшусене ăнăçлă хутшăннă. Шкул ачисен ал ĕçĕсемпе тĕрлĕ моделĕсем ялти музейра тивĕçлĕ вырăн тупнă.
Таисия Ивановна шкул ĕçне 28 çул каялла пуçăннă. Унччен ĕне ферминче дояркăра тата лаборантра вăй хунă. Кирек мĕнле ĕçре те яланах лайăххисен шутĕнче вăл. Тĕрлĕ уроксенче кинофильмсем кăтартать, лабораторилле ĕçсене кирлĕ пек хатĕрлесе пырать. Спортпа та туслă хастар хĕрарăм. Йĕлтĕрпе чупса районти ăмăртусенче темиçе хутчен çĕнтернĕ, учительсен турслетĕнче малтисен йышĕнче пулнă. Т.Петрова чылай хушă страховани системинче ăнăçлă ĕçлесе пынă, ăна Росгосстрахăн Раççей шайĕнчи Хисеп грамотипе чысланă.
Иккĕшĕ те ялти тата шкулти обществăлла ĕçсенче пуçаруллă. Шкул коллективĕпе республикăра ирттерекен фольклор уявĕсене хутшăнса лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Январь уйăхĕн пуçламăшĕнче Константин Васильевич 55 çулхи, Таисия Ивановна 60 çулхи юбилейĕсене паллă турĕç. Шкул дирекцийĕпе учительсем пултаруллă ĕçченсене çуралнă кунĕсемпе чун-чĕререн саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçусем, çемйисенче татулăх, иксĕлми телей сунаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика