12 января 2011 г.
Саккунлăхпа тивĕçтересси, ăна çирĕплетесси, çыннăн прависемпе ирĕклĕхĕсене, обществăпа патшалăх интересĕсене хÿтĕлесси – çавăн пек тĕп задачăсем тăраççĕ çĕр-шыври прокуратура умĕнче. Çав тĕллевсене пурнăçласа район прокуратури иртнĕ çул районта саккунлăха мĕнле пăхăнса пынине 351 хутчен тĕрĕсленĕ, вĕсен вăхăтĕнче йĕркесене пăснă 826 тĕслĕх тупса палăртнă, çав шутра граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене пăснипе – 581 тĕслĕх. Çавăн пекех çул çитменнисен интересĕсене пăснă тĕслĕхсем 114, çут çанталăка сыхлас сферăра 32, экономика сферинче 130 пулнă. Раççей саккунĕсем ыйтнине тивĕçтермен право акчĕсем тĕлĕшпе 126 протест, саккунсене пăснине сирсе яма ыйтса 183 представлени тăратнă, 21 çынна административлă, 167 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Граждансен интересĕсене хÿтĕлесе 461, çул çитменнисен интересĕсене хÿтĕлесе 38 тавăç панă.
Иртнĕ çул патшалăх тата муниципалитет служби çинчен калакан саккунсене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртас, коррупципе кĕрешес ĕçсене вăйлатнă. Муниципалитет служби çинчен калакан саккунсене пăснă 61 тĕслĕх, коррупципе 21 тĕслĕх тупса палăртнă. Муниципалитет шайĕнче саккунсене пăсса йышăннă 32 право акчĕ тĕлĕшпе протест, 29 представлени тăратнă. Право сыхлав органĕсем прокуратура материалĕсем тăрăх взятка илнипе тата шанса панă пурлăха ярса илнипе 2 уголовнăй ĕç пуçарнă.
2010 çулта судсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 7 депутачĕ тĕлĕшпе 5 уголовнăй ĕç янă. Икĕ уголовнăй ĕç тăрăх судсем 4 çыннине те айăпланă, 1 уголовнăй ĕçе енсем мирлешнĕ пирки чарса лартнă, тепĕр 2 уголовнăй ĕçе çывăх вăхăтрах судсем пăхса тухаççĕ.
Прокурор тавăçĕпе ĕç укçи вăхăтра илеймен çынсене 1407 пин тенкĕ парăма шыраса илсе панă, ĕç çинчен калакан саккунсене пăснăшăн 6 руководителе администраци тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.
Прокуратура çул çитменнисен прависене хÿтĕлес ыйтусене те куллен тимлет. Çапла вĕренÿ учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн тата санитарипе эпидемиологи йĕркисене пăснă тĕслĕхсемпе 37 тавăç тăратнă, 1 тавăç – ĕç укçи парăмне пĕтерессипе. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн 10 çынна административлă явап тыттарнă, икĕ ашшĕ-амăшне çул çитмен ачисемпе ытлашши хаяр пулнăшăн уголовнăй йĕркепе айăпланă.
Прокуратура работникĕсем 102 уголовнăй ĕçпе судсене патшалăх айăплавçисем пулса хутшăннă.
Граждансем прокуратурăран пулăшу ыйтасси ÿснĕ, умĕнхи çулхи 96 тĕслĕхрен 120 тĕслĕхе çитнĕ, пырса кĕнĕ çăхавсенчен 20-ĕшне çыракансен уссине татса панă. Прокуратурăра 293 гражданина йышăннă.
Паян – прокуратура ĕçченĕн кунĕ. Çавна май коллектива, прокуратура ветеранĕсемпе вĕсен çемйисене професси уявĕпе саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунатăп.