АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнир ăнăçрĕ (Спорт)

01 января 2011 г.

Турнир ăнăçрĕ (Спорт)

Чутей ял тăрăхĕн администрацийĕ, “Хумышев” хресчен-фермер хуçалăхĕ, “Чутеевский” ЯХПК пуçарнипе ялти шкул спортзалĕнче волейболла выляссипе раштав турнирĕ иртрĕ. Ветерансен, шкул ачисен, ĕçлекен çамрăксен 4 команди тупăшрĕ. Хĕрсем – пăхăр, çамрăк яшсем – кĕмĕл, ĕçлекен каччăсем ылтăн медальсем илме тивĕç пулчĕç. Мала тухнă командăсене пылак çимĕç, Хисеп хучĕ парса чысларĕç. Тĕрлĕ номинацире Елена Шамбулина, Денис Емельянов, Олег Павлов, Николай Большов, Александр Шамбулин, Руслан Волков, Татьяна Шамбулина, Леонид Шерне палăрчĕç, вĕсене ятарлă парнесем пачĕç. Вылякансенчен чи асли – Виктор Шамбулин, чи кĕçĕнни – Наташа Петрова. Турнира хутшăннă хĕрсем пурте парнеллĕ пулчĕç.
–Ăмăрту çÿллĕ шайра иртрĕ, кун пек медальсемпе, парнесемпе палăртсан, вылякансем малашне тата та ытларах пулĕç, – терĕç курма килнисем.
Турнира уçма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Чайкин, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ С.Хумышев, “Чутеевский” ЯХПК управляющийĕ В.Шерне хутшăнчĕç, спортсменсене саламласа ăнăçусем сунчĕç. Сергей Хумышевпа Виталий Гурин ертÿçĕсем укçа-тенкĕ парса пулăшрĕç. Сергей Витальевич ятарлă медальсем хатĕрлеттерчĕ.
Шкул директорĕ Н.Большов вылякансен ячĕпе турнира йĕркелекенсене тав турĕ, малашне те тĕрлĕрен ăмăртусем йĕркелеме сĕнчĕ. Юлашкинчен шкул столовăйĕнче тортпа вĕри чей ĕçрĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: турнира хутшăннисен пĕр ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика