АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсату каçĕ (Общество, культура)

01 января 2011 г.

“Салтак пулман – нуша курман, çара кайман – арçын пулман”, – тенĕ халăхра. Малтанхи çулсенчи пек çамрăксем йышлă çара каймаççĕ пулин те, пур пĕр кĕр çитсен салтак юрри илтĕнет-ха ял урамĕсенче.
Акă çак кунсенче Тĕмерти культура çуртĕнче ăсату каçĕ иртрĕ. Алексей Федорова службăна ăсатма пуçтарăнчĕ ял-йыш. Алеша Хусанти чугун çул техникумĕнче вĕренет. Ĕçчен те сумлă çемьере çуралса ÿснĕ вăл. Ашшĕ, Виталий Валерьянович, чылайранпа “Дорстрой” обществăра вăй хурать. Амăшĕ, Эрна Германовна, вĕренсе тухнăранпах ялти ветеринари участокĕнче ĕçлет.
Ăсату каçне культура çурчĕн директорĕ Т.С.Ямщикова ертсе пычĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванович Иванов та хутшăнчĕ. Вăл салтак ретне тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ, Алешăна пысăк ÿсĕмсем тума, Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама ăнăçу сунса парне пачĕ, чăваш йăлипе ал шăлли çакса ячĕ.
Ялти çамрăк хĕрсем сăвăсем каласа, юрăсем юрласа саламларĕç. Чи ырă та халал сăмахсене хреснашшĕ С.В.Хумышев, хреснамăшĕ В.В.Никитина, тăванĕ В.В.Федоров тата ыттисем каларĕç.
Юлашкинчен Алеша пĕтĕм халăх умĕнче тупа турĕ. “Тÿрĕ кăмăлпа, вăй-хала шеллемесĕр çĕр-шыв умĕнче хамăн тивĕçе пурнăçлăп”, – терĕ. Ял-йыша хăйне çапла чыс тунăшăн тав турĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика