01 января 2011 г.

Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем тупăш сахал илекен, йывăр условисенче е тулли мар çемьесенче пурăнакан, сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăк пур ачасем валли Çĕнĕ çул ячĕпе 100 парне хатĕрлерĕç.
16 депутат ачасене Çĕнĕ çул парни хатĕрлеме пиншер е ытларах та тенкĕ хывнă. “Пылак хутаç” тĕрлĕ йышши канфетсемпе шоколадсенчен, вафлисенчен тăрать. Парнесене депутатсем харпăр хăй округĕнче Çĕнĕ çул елкисенче е килĕрен çÿресе ачасем патне çитерчĕç.
Енĕш Нăрвашра, тĕслĕхрен, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Л.П.Николаевапа Ю.А.Ефимов хăйсен округĕсенче Çĕнĕ çул парнисене ачасене килĕрен çÿресе валеçрĕç. Хăш-пĕр çемьесенче Хĕл мучипе Юр пике парнине 3–4 ача таранах тивĕçрĕ. Сăмахран, Нăрвашра Ярмулинсен çемйинче 4, Ахматьевсен 3 ача.
Йăлăмкасри Люция Дмитриевнапа Валерий Васильевич Анисимовсем Хĕл мучипе Юр пикене çав тери хумханса кĕтсе илчĕç. Вĕсен Диана хĕрĕ – I ушкăн инваличĕ. Хĕрачана ку таранччен, хăйсемсĕр пуçне, никам та уявпа саламласа парне паракан пулман. Çавăнпах пуль ашшĕпе амăшĕн те, хĕрĕн те куçĕсенче савăнăç куççулĕ тăчĕ. Вĕсем депутатсене мĕнле сăмахсемпе тав тумаллине те пĕлмерĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: депутатсем Енĕш Нăрвашри Анисимовсем патĕнче. Инвалид кÿми çинче – Диана.