АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче (Общество)

01 января 2011 г.

Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче Тăвай район депутачĕсен Пухăвĕн 2010 çулхи юлашки ларăвĕ иртрĕ. Унта депутатсем пилĕк ыйту пăхса тухрĕç. Чи малтанах район администрацийĕн структурине улшăнусем кĕртрĕç. Вĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев паллаштарчĕ. Унтан “Тăвай районĕн çамрăкĕсем 2010–2020 ç.ç.” программăна йышăнчĕç. 2011 çулта çак программăна пурнăçа кĕртме район бюджетĕнче 100 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех “Тăвай районĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕ” тĕллевлĕ программăна пăхса тухса йышăнчĕç. 2011–2013 çулсенче ăна пурнăçлама пĕр миллион та тăватçĕр тăхăр вун пилĕк пин тенкĕ уйăрма палăртнă.
Кун йĕркинчи пиллĕкмĕш ыйтăва сÿтсе явнă хыççăн Тăвай районĕнчи пĕрремĕш номерлĕ суд участокĕ вырнаçнă пÿлĕмсене Чăваш Республикин Юстици министерствине пама йышăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика