28 декабря 2010 г.
Канмалли кунсенче, тунтикун та – юр тăкать те тăкать, вĕçтерет, тултарать. Тавралăх юр тыткăнне лекнĕ тейĕн. Анчах пурнăç пурпĕр чарăнса лармасть. Çынсем ирех тăрса юр уçаççĕ, унтан харпăр хăй ĕçĕпе васкаççĕ.
Çанталăка кура темле йывăр лексен те, Тăвайри “Дорстрой” общество çулсене начар мар пăхса тăни пурнăçа çăмăллатать. “150 км çула пăхса-тасатса тăратпăр”, – терĕ “Дорстрой” обществăн ĕç тăвакан директорĕ, район Пухăвĕн депутачĕ В.В.Васильев. Черетпе талăкĕпе ĕçлеççĕ çул-йĕр ĕçченĕсем. Çул тасатма пĕтĕм техникăна – икĕ автогрейдера, КДМ йышши 4 машинăна, икĕ МТЗ–82 трактора, икĕ погрузчике, виçĕ ДТ–75 трактора, КамАЗа тата пĕр Т-25 трактора явăçтарнă. Тăрăшаççĕ, çулсене хупăнма памаççĕ ĕçченсем. Тавах вĕсене!