21 декабря 2010 г.
Енĕш Нăрвашра вырăнти футболистсем Тăрмăш ял поселенийĕн командипе ăмăртрĕç. Спортсменсем кашни мечĕкшĕн хăюллăн кĕрешрĕç, болельщиксем вара вĕсене хавхалантарса тăчĕç. Çамрăк футболистсемпе юнашарах ветерансене те курма пулчĕ. Ю.Георгиев, В.Васильев ветерансем çамрăксенчен пĕртте кая мар тытрĕç хăйсене вăйăра.
Юлташла тĕл пулура Нăрваш команди çĕнтерчĕ.
Тепĕр куннех Нăрвашри вăтам шкулăн спорт залĕнче мини футбол пулчĕ. Нăрваш кубокĕшĕн пынă çивĕч кĕрешÿре Тăрмăш ял поселенийĕн команди çиеле тухрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров çĕнтерÿçĕсене саламласа Нăрваш кубокĕпе наградăларĕ. Ăмăртусене хутшăннă тепĕр 2 команда вара пылак парнене тивĕçрĕ. Чи пултаруллă футболистсене грамотăсем парса хавхалантарнă. Вĕсен шутне К.Антонова (Тăрмăш, чи лайăх вратарь), А.Егорова (Нăрваш, чи лайăх футболист), А.Григорьева (Нăрваш, чи лайăх тапăнакан), А.Ефимова (Нăрваш, чи лайăх хÿтĕлекен) кĕртнĕ. Виталий Васильевич ял поселенийĕн администрацийĕ ячĕпе ăмăртусене йĕркелеме пулăшакансене тав тунă.