АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăв пĕлетĕн – ыттисене вĕрент (Культура)

21 декабря 2010 г.

Хăв пĕлетĕн – ыттисене вĕрент (Культура)

Кашни çын хăйне май маçтăр. Хăв пĕлетĕн пулсан, ыттисене кăтарт, вĕсем те вĕренччĕр. Çапла шутласа Чутейри хĕрарăмсен пĕр ушкăнĕ ялти библиотекăна пухăнчĕ. Ку ĕçĕн пуçаруçи Вера Васильевна Юркина пулчĕ. Учитель-пенсионер вăрçăпа ĕç ветеранĕсен вырăнти советне ертсе пырать.
Тĕрлĕ професси çыннисем пуçтарăнчĕç. Людмила Васильева, Елизавета Шамбулина, Вера Янбашева, Наталья Самарина – хуçалăх ĕçченĕсем, Светлана Цырульникова – ветеринар, Воля Волкова – культработник, Светлана Майорова – вĕрентекен, Елена Васильева – библиотекарь, Валентина Куприянова – муниципаллă служащи тата ыттисем.
Занятие хитре çыхма вĕренессине халалларĕç. Камăн алса-нускийĕ тĕрлĕ эрешсемпе илемлĕ, теприсен тапочкийĕ ăшă та тăпăл-тăпăл. Пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашса пĕр занятирех темĕн чухлĕ çĕнни, усăлли илчĕç хĕрарăмсем. Клубăн черетлĕ занятине Тăвайри халăх музейĕн директорĕ С.Сергеева хутшăнчĕ. Светлана Архиповна кружока çÿрекенсене тутăр çыхмалли тĕрлĕ эреш кăтартрĕ.
Ал ĕç кружокне Е.Шамбулина ертсе пырать.
 
Сăн ÿкерчĕкре: ал ĕç кружокĕн занятийĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика