АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хваттерсенче ăшă пуласси хамăртан килет (ЖКХ)

21 декабря 2010 г.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацине йĕркеленĕренпе нумай вăхăт ĕнтĕ. Ун балансĕ çинчи объектсен ĕмĕрĕ тахçанах иртнĕ темелле. Апла пулин те, юсанă е тĕпренех çĕнетнĕ хыççăн вĕсем çынсене йĕркеллех тивĕçтереççĕ-ха. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри çитменлĕхсем пĕрех нумайланса пыраççĕ. Пирĕн районта кăна мар, çĕр-шывĕпех çивĕч ку ыйту. Хаçат-журналсенче те, телевиденипе радио передачисенче те тăтăшах хускатаççĕ ку темăна.
Ку хуçалăхра реформа пырать халь. Иртнĕ çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕсем, управляющи компанисем йĕркеленчĕç. Пурăнмалли объектсене тивĕçлĕ шайра тытса тăма е юсав ирттерме пултараççĕ вĕсем. Икĕ организацине те харпăрлăхçăсен пухăвĕнче суйлаççĕ.
Çĕнетĕве пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен фонд пулăшнипе пирĕн районти нумай хваттерлĕ çичĕ çурта тĕплĕн юсама май килнĕ. Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 17-мĕш çуртра ăшă парса тăракан кивелсе çитнĕ системăна улăштарнă хыççăн хăш-пĕр хваттерсенче пурăнакан çемьесем умне кĕтменлĕх сиксе тухнă. Вĕсем патне ăшă кĕми пулнă. Системăри пăрăхсенчи шыва йĕркеллĕ çаврăнмалла тума электроэнергипе ĕçлекен насус лартма тивет.
Çавăн пекех ытти çуртсенче пурăнакансем те е ăшă çителĕксĕр пулни, е кранран шыв юхманни тата ытти çитменлĕхсем пирки кăмăлсăр. Хваттерсенче пурăннăшăн тÿлесси ÿссех пыни те канăç памасть çынсене.
Харпăрлăхçăсем хваттер укçин сумми тивĕçтерменни пирки управляющи компанине заявлени çырма пултараççĕ.
Сире пулăшу панин е ытти ĕçсен пахалăхĕ тивĕçтермесен, пĕрле пухăнса акт çырмалла. Ку документ пĕрлехи пуянлăха тытса тăма е юсама тÿлекен суммăна пĕчĕклетме май пама пултарать.
Харпăрлăхçăсен пĕрлехи пухăвĕнче тепĕр хут пăхса тухма пултараççĕ çурта тытса тăнăшăн тата юсанăшăн паракан тăкака. Управляющи организацийĕ (компании) килĕшÿре палăртнă тĕллевсене начар пурнăçласа пырать пулсан, çынсем пĕрле пухăнса çĕннине суйлама пултараççĕ. “Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра унта укçа-тенкĕ хывас тата ĕçлес шухăшлă компанисен вăй хумалла. Çак сферăна укçа кăна тума килекен пĕр кунлăх фирмăсен çулне пÿлмелле”, – терĕ кун пирки ЧР Президенчĕ М.Игнатьев та Патшалăх Канашне янă Çырура.
Хваттерсенче пурăнакансенчен те килет пÿлĕмсене ăшă çителĕклĕ пырса тăрасси е ытти пулăшусен пахалăхĕ.
“Чăвашрегионгаз” общество умĕнче коммуналлă хуçалăхăн 2009 çулхи парăмĕ 767 пин тенкĕ шутланать, кăçалхи – 900 пин тенке яхăн. Халăхăн тĕрлĕ услугăсемпе усă курнăшăн тÿлемелли парăм коммуналлă хуçалăх умĕнче 1 миллион та 812 пин тенкĕ, çав шутра икĕ уйăхран ытларах тÿлемен сумма – 578 пин тенкĕ. Çĕнĕ çулччен пурин те çак парăмсемпе татăлмалла. Унсăрăн шартлама сивĕсенче газпа тивĕçтерессине чакарма пултараççĕ.
Ăшă системине харпăр хăй тĕллĕн улăштарса пăрăхсем тăрăх шыв тикĕс куçса çÿрессине пăсма юрамасть тата ытти те.
Управляющи компанипе харпăрлăхçăсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри çĕнетÿсем сирĕншĕн савăнăç кăна пулса тăрĕç малашне.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика