21 декабря 2010 г.
Раççее электрификацилемелли ГОЭЛРО планне 1920 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче пăхса тухнă. Унтанпа асăннă кун энергетиксен уявне паллă тăваççĕ.
Тăвай енре электрификаци ĕçĕсене 1965–1970 çулсенче пурнăçланă. Республикăри 50-мĕш мехколонна ĕçченĕсемпе Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем тăрăшса ĕçленĕ. Халĕ эпир электроэнергисĕр нимĕн те тăваймастпăр.
Тăвайри энергетиксен пысăк мар коллективĕ йывăрлăхсене пăхмасăр юсав ĕçĕсене туллин пурнăçлассишĕн, ял хуçалăхĕсене, предприятисемпе организацисене, халăха электроэнергипе чăрмавсăр тивĕçтерессишĕн тимлет тата унпа тĕрĕс усă курнине тĕрĕслет. Кăçал потребительсене электроэнергипе тивĕçтерес ĕçре пысăк пăтăрмахсемех пулман. Планпа пăхнă электролинисен уйрăм участокĕсене тĕпрен улăштарнă. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх коллектив ĕçченĕсем парнесемпе тав сăмахĕсене тивĕç пулчĕç.
2010 çул пирĕн коллектившăн темиçе çул каялла хăпартма пуçланă эксплуатаци базин хăтлă çуртне туса пĕтернипе паллă пулса юлĕ. Унта автомашинăсем лартмалли ăшăтса тăракан виçĕ уйрăм, хăтлă мастерскойсемпе кабинетсем. Кĕскен каласан, ĕç условийĕсем самаях лайăхланĕç. Ăна туса пĕтерме “МРСК Волга” уçă акционерлă общество кăçал 15 млн. тенкĕ ытла уйăрса панă. Шупашкартан килнĕ “Энергосетьстрой” уçă акционерлă общество специалисчĕсем строительство ĕçĕсене кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçларĕç. Ырă пулăмсем хыççăн кăмăл çĕкленет, ĕçлес хавхалану ÿсет.
Районти энергетиксене, çак ĕçре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисене профессиллĕ тата çывхаракан Çĕнĕ çул уявĕсемпе саламлатăп. Пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунатăп.