21 декабря 2010 г.

Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри историпе мемориал халăх музейĕ уçăлнăранпа 20 çул çитет. Вăл республикăри ял музейĕсенчен чи лайăххисен шутĕнче. Музейра 8 пÿлĕм, 5400 ытла экспонат упранать. Стенд нумай. Вĕсенчен чылайăшне Тăвай енĕн чи сумлă çыннисене халалланă. СССР халăх артистки В.К.Кузьмина, чăваш халăх художникĕсем М.С.Спиридоновпа Н.К.Сверчков, А.П.Майраслов, В.А.Кузьмин скульпторсем, театр тата литература деятелĕ Д.Д.Данилов, Хумма Çеменĕ писатель, С.М.Максимов композитор, пĕр тăван Самуилов профессорсем тата ытти нумай ентеш çинчен пĕлме пулать.
Нăрвашри музей куллен тĕрлĕ экспонатсемпе пуянланса пырать. Çĕнĕрен те çĕнĕ стендсем йĕркелесе вырнаçтараççĕ. Тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ: экскурсисем, паттăрлăх, тăван ен, ÿнер тата ытти уроксем, тематикăлла выставкăсемпе тĕл пулусем.
Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре Павел Меркурьевич Меркурьев художник-фронтовикăн ятарлă выставки уçăлать, ăна музейăн 20 çулхи ĕçĕ-хĕлне халалланă. Кăмăл тăвакансене пырса курма йыхравлатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: музей директорĕ В.В.Петров, Чăваш наци музейĕн директорĕнче ĕçленĕ Э.К.Бахмистов, Нăрвашри музей директорĕнче ĕçленĕ О.И.Меркурьева, ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Петров паттăрлăх пÿлĕмĕнче.