АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никĕсе çĕнетсе пырса (Экономика)

21 декабря 2010 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ ячĕпе янă Çырăвĕнче “Паянхи ял хуçалăхĕ – “резина атă”, “тислĕк”, “шăршă” тата “чĕркуççи таран пылчăк” маррине, ял хуçалăх производствине çакнашкал йĕркелесси норма пулса тăмаллине, ял хуçалăхĕнче халь ĕçлесе тирпейлекен предприятисен производствине çине тăрса модернизацилеме кирлине, сывă апатлану культурине йĕркелемеллине, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре палăрмаллах мала иртмеллине, ялти ĕç тухăçлăхĕн кăтартăвне ÿстермеллине” палăртрĕ.
“Чутеевский” ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем çак кăтартусене хăйсен ĕçĕнче тĕпе хума тăрăшаççĕ. 858 гектар сухаласа акакан çĕр шутланать хуçалăхăн. Çитес çул акса усă курмалли çĕрсене пĕтĕмпех сухаласа хăварнă. 255 гектар çине кĕрхи тĕш тырă культурисем, тĕпрен илсен, кĕрхи тулă вырнаçтарнă. Çур акинче акма вăрлăхсем хатĕрлесе хунă. Çурхи тулă, урпа, сĕлĕпе вика хутăшĕ, хуратул, куккурус акма палăртаççĕ. Вика вăрлăхĕ кирлĕ пулать, ăна туянаççĕ. Куккурус вăрлăхĕшĕн укçине тÿлесе хунă, терĕç. Выльăх апачлĕх культурăсем ака структуринче пĕрре виççĕмĕш пайне йышăнаççĕ. Çак ĕçсене вăхăтра пахалăхлă пурнăçламашкăн хуçалăх “Агропромышленноç аталанăвĕ” проектпа килĕшÿллĕн кăçал та тĕрлĕ техника сахал мар туяннă. Çакна валли 7 млн. тенкĕ те 892 пин тенкĕ кредит илнĕ. Кустăрмаллă икĕ МТЗ–82,1 трактор, кормораздатчик-смеситель, “Палэсе” комбайн (халĕ 2 ĕнтĕ ку йышши), 6 м сарлакăш илекен жатка, роторлă косилка, 8,5 м сарлакăш çĕр ĕçлесе хатĕрлекен культиватор, погрузчик, прицеппа КамАЗ илнĕ. Рулонлă пресс-подборщик те пур. Çаксем пурте тĕш тырăпа ытти ял хуçалăх культурисем туса илессине вăйлатма, уйри ĕç тухăçлăхне ÿстерме, туса илекен продукци пахалăхне лайăхлатма тата тăкаксене чакарма тивĕçлĕ.
Ĕне фермине çĕнетсе лайăхлатма 9 млн. та 400 пин тенкĕ çăмăллатнă кредит илнĕ. Шупашкарта тата Çĕрпÿри Михайловкăра фабрикăсем тытакан тата çав вăхăтрах “Чутеевский” хуçалăх председателĕнче те ĕçлекен Виталий Петрович Гурин ялти производствăна аталантарассишĕн нумай тăрăшнине каласа кăтартаççĕ чутейсем. “Укçа-тенкĕпе, кредитсем илсе вĕсене татассипе, техникăпа, çунтармалли тата сĕрмелли материалсемпе, ытти пурлăхпа пулăшать, хуçалăх ку чухнехи технологисемпе аталантăр тесе тимлет”,– каласа кăтартать ертÿçĕ пирки Виталий Леонидович Шерне управляющи.
Ĕне фермине çĕнетсе лайăхлатнă хыççăн выльăхсене МТЗ–82,1 трактортан кăкарнă смеситель-кормораздатчикпе апат хутăшĕ параççĕ. Эпĕ шăп çав вăхăтра пултăм фермăра. Апатне халичченхи пек кормушкăсем çине мар, ĕнесем умне бетонласа хытарнă площадкăнах хурса парать кормораздатчик. Кун пек лайăхрах та çиеççĕ, теççĕ Н.П.Кузнецов зоотехникпе Л.А.Белкова ферма заведующийĕ. Апат хутăшĕ утă-улăмпа сенажран, комбикормран, жомран тата ытти хăш-пĕр компонентсенчен тăрать. Кун каçа икĕ хутчен апатланаççĕ. Кормораздатчикпе Н.И. Михайлов тракторист валеçрĕ апата, ăна Григорий Козлов пулăшса пычĕ.
Ирхи сăвăм хыççăн ĕнесене кулленех картишне кăларса уçăлтараççĕ. Ку, паллах, витере тăракан выльăхшăн питĕ кирлĕ. Апатланă тĕле дояркăсем фермăна тепĕр хут пыраççĕ. ЧР Президенчĕ ĕçре ытларах çамрăксене шанмалла тенĕ пекех, фермăра пурте пекех çамрăксем. Дояркăсем тăваттăн, пурте çамрăк. Елена Куприянова маттур, ыттисем те – Алина Кабартова, Наташа Козлова, Наташа Титова тăрăшаççĕ. Сергей Белков слесарь-оператор та харсăр пулнине каларĕç.
Хальхи вăхăтра фермăра 210 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Çав шутран ĕнесем – 86. Кун каçа иккĕ сăваççĕ вĕсене. Сĕт молокопроводпа тÿрех холодильнике пырать, производство условийĕсенче пахалăхне çухатмасть, çавăнпа чи пысăк пахалăхпа туянаççĕ чутейсен продукцине. Ку вăхăтра пăрулас умĕн сĕт пăрахнă ĕнесем чылай. Апла пулин те 630 килограмм сĕт ăсатрĕç. Пĕтĕмĕшле сĕт туса илесси кăçал 79–80 процент ÿснĕ. Фермăра хура ула ăратлă тата швицки ăратлă ĕнесем сĕт лайăх антараççĕ, вăтам продуктивлăхĕ 4 пин килограмран иртет. Халĕ, ĕнесем пăруласа пынă май, сĕт хушăнсах пырать. Вите тăрринчен те унчченхи пек çумăр шăпăртатса тăмасть, тĕплĕ юсанă, шифер витсе тăрăллă тунă. Вите халĕ тулашĕнчен те, шалтан та çĕнĕ, йăла тĕлĕшĕнчен усă курмалли пÿлĕмсем тунă. Ĕç тухăçлăхĕ ÿссе пырасси тивĕçлĕ условисем туса хунинчен нумай килет. Çавна май, ĕç укçи те тивĕçлĕ пулсан лайăх ĕнтĕ.
Сăвакан ĕнесемпе пĕрлех пĕр енче пăрусем те пур. Анчах çамрăккисем пысăках мар уйрăм витере. Кормушкăсенче вĕсем валлие апат. Чи çамрăккисене инфрахĕрлĕ лампăсем çакса парассипе тĕрмĕшетчĕ шăпах Владимир Мясников. Сĕте перекетлеме заменительпе усă кураççĕ.
Выльăхсен йышне малалла та ÿстерсе пырас ĕмĕтлĕ хуçалăх ертÿçисем. Çавăнпа тепĕр ĕне вити пулнăскере юсаса çĕнетесшĕн, сысна витинчен вăкăрсем самăртмалли вырăн тăвасшăн. Выльăх апачĕ палăрмаллах нумайрах туса илме тытăнасшăн. Кăçаллăха вара жом кăна мар, утă-улăм та чылай туянма тивет. Кĕтÿ ăратлăхĕпе продуктивлăхне малалла лайăхлатса пырас тесен, тĕрлĕ выльăх апачĕ çителĕклĕ пулмалла, паллах. Апатран, пурте пĕлетпĕр, продукци хисепĕпе пахалăхĕ нумай килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика