17 декабря 2010 г.
–Пирĕн пата пырса курăр-ха. Халь эпир çĕнетнĕ çĕрте ĕçлетпĕр, – чĕнчĕç Тенеялĕнчи сутуçăсем.
Сентре умĕнче тăракансен ĕçлемелли условисене лайăхлатсах пырать “Тăвайри кооператив” потребобщество. Асăннă ялти магазинăн пĕр енче нумай пулмасть хуçаланма пуçланăччĕ–ха строительсем. Маччине, урайне çĕнĕрен сарнă, стенисене сăрласа илемлетнĕ тата ытти те. Çурта газпа хутса ăшăтмалла тунă.
Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Зоя Михайловна Андреевапа Эльвира Михайловна Ахтямова çуртăн çĕнетнĕ енче тивĕçтерме тытăннă çынсене. “Халь кунтан тухас та килмест. Çынсем те ытларах килме пуçларĕç магазина”, – теççĕ хĕрарăмсем. Уйăхри плана тултарсах пырассишĕн тăрăшаççĕ тенеяльсем. Сĕт пухассине те хăйсен тĕп ĕçĕ вырăнне хураççĕ. Ĕнесем хĕллехи кунсенче кăштах сахалтарах сĕт параççĕ пулин те, пур-ха кил хуçалăхри ытлашши продукцине кооператорсене сĕнекенсем. Н.Федорова, В.Ахтямов, И.Ермолаева тата ыттисем те сĕте ялти магазина параççĕ. Çĕнĕ çула ĕçри ÿсĕмсемпе, лайăх кăмăлпа кĕтсе илеççĕ Тенеяль магазинĕнче вăй хуракансем.