АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курав иртнĕ (Торговля)

17 декабря 2010 г.

Пирĕн кооператорсем çынсем магазинсенчи таварсемпе ытларах интересленччĕр тесе тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ. Хăйсем кăларакан продукцисен куравне йĕркелеççĕ вырăнсене тухса. Çавнашкал мероприяти нумаях пулмасть Çĕнĕ Ишпуçĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕнче иртнĕ. “Тăвайри общепит” тата “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăсенче вăй хуракансен ăсталăхĕпе аякка тухса çÿремесĕр, ялтах паллашнă çĕр ĕçченĕсем.
Унта Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Чайкин сăмах каланă. Валерий Васильевич потребобщество сутуçисен ĕçне пысăка хурса хакланă, вĕсене суту-илÿре ăнăçусем суннă, çывхаракан уявпа саламланă.
«Тăвайри общепит» тулли мар яваплăхлă обществăри ĕçсене йĕркелесе пыракан В.Александрова ентешĕсене кулинарсен ăсталăхĕ, потребобщество ĕçĕ çинчен кĕскен каласа панă. Çĕнĕ Ишпуçĕнчи магазинра ĕçлекен Т.Волковапа Е.Морозова хăнасене тĕрлĕ изделипе сăйланă. Юлашкинчен çĕнĕишпуçсем пĕчĕк кукăль, пелĕш, пицца, çăкăр-булка тата ытти япаласем хатĕрлекенсене сĕнÿсем панă. “Тутлă, маттур, малашне те лайăх ĕçлĕр”, – тенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика