17 декабря 2010 г.

“Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăра ирех ĕç шавĕ тăратчĕ. Пĕрисем çăкăр пĕçернĕ хыççăн пысăк хурансемпе кăмакана тасататчĕç, теприсем газпа ĕçлекен шкаф умĕнче тĕрмешетчĕç. “Сухари цехĕнчисем те питĕ маттур-ха пирĕн”, – коллектив ĕçĕпе хавхаланса паллаштарчĕ Н.Петрова технолог. Наталия Ивановна чылайранпа ĕçлет кунта. Кăçал ăна ĕçтешĕсем 55 çул тултарнă ятпа саламларĕç. Ивановапа Сергеева Светăсем, И.Петрова, З.Федорова, Н.Николаева, Г.Савинова, И.Кудряшова сухари тата ытти изделисем хатĕрлес енĕпе пысăк опыт пухнă.
Сăн ÿкерчĕкре: Н.Петрова технологпа сухари цехĕнче тăрăшакансем – Ивановапа Сергеева Светăсем, И.Петрова, З.Федорова, И.Николаева.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.