17 декабря 2010 г.
Иртнĕ эрнере Вăрманхĕрри ялĕнчи Октябрьски урамри 20-мĕш çуртра вут-кăвар тухнă. Тăвайри пушар машинисем вăхăтра çитнипе çулăма ытлашши алхасма паман. Пурăнмалли çуртăн тăррипе веранда сиенленнĕ. Электропроводкăпа усă курнă чух пушартан сыхланмалли йĕркесене пăхăнса пыманнипе “хĕрлĕ автан” алхасма пуçланă (электропроводка кивелсе çитнĕ, вăхăтра улăштарман). Юрать-ха, кил хуçисем вăхăтра сиссе çынсене, пушара хирĕç кĕрешекенсене чĕннĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа районта 19 пушар тухнă, 3 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, пĕр çын суранланнă.
Пушарсен тĕп сăлтавĕсем çаксем пулнă:
–электрооборудованипе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăснипе – 10,
–кăмакасемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăснипе – 4,
–вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе – 5.
Пушарсем Элпуç (3), Йăнтăрчă (4), Енĕш Нăрваш (2), Тăрмăш (1), Тĕмер (3), Тушкил (3), Чутей (1), Тăвай (2) ял тăрăхĕсен территорийĕсенче тухнă.
Вут-кăварăн алли вăрăм, сиенĕ тĕлĕнмелле пысăк. Çавăнпа яланах тимлĕ пулмалла.