14 декабря 2010 г.
Баскетболла выляссипе районти ăмăртусем иртрĕç. Вĕсенче Çĕнĕ Пуянкасси ял поселенийĕн команди çĕнтерчĕ. Унăн чысне С.Кирилловпа П.Романов, А.Александров, А.Романов, Ф.Степанов тата ыттисем хÿтĕлерĕç. Тăвайсем 2-мĕш, тĕмерсен шкул ачисемпе студентсенчен тăракан команди 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Ăмăртусем хыççăн чи пултаруллă баскетболистсене палăртнă. Ку ятсене В.Сельмин (Тăвай), Ф.Степановпа С.Кириллов (иккĕшĕ те Пуянкассинчен) тата А.Большов (Тĕмер) тивĕçнĕ.