АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Симĕс беретсем” – Тăрмăшра (Культура)

14 декабря 2010 г.

Пушкăрт республикинчен килнĕ “Симĕс беретсем” ансамбль Тăрмăшри культура çуртĕнче, çавăн пекех Тушкил шкулĕнче, Тăвайри культурăпа кану центрĕнче (унта районти ытти ялсенчен те пухăннă) концертсем кăтартрĕ.
Легендарлă ансамблĕн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене патриотла воспитани парасси, Малтанах буденовка тăхăннă артистсем Граждан вăрçинче пуç хунă комсомолецсен ячĕпе юрă шăрантарчĕç. “Катюшăна” вара залра ларакансем те ансамбльпе пĕрле юрларĕç.
Вăрçă çинчен хывнă юрăсем чуна пырса тиврĕç. Куççуль те тухрĕ. Михаил ывăлăм икĕ хутчен Чечняра, мăшăрăм Николай Михайлович Ангола çĕр-шывĕнче йĕрке тунă çĕрте пулнă. Миша аманнă. Турра шĕкĕр, киле чĕрĕ-сывă таврăннă. Вилнисен ячĕпе хурлăхлă юрăсем янăрарĕç, шăплăх минучĕ пулчĕ.
Халĕ çар тивĕçне пурнăçлакансене те манса хăвармарĕç. “У солдата выходной”, “Через две зимы” юрăсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Рашит Фазлиахметов вара çăмăллăн та хитрен ташласа савăнтарчĕ. Концерт курма Енĕш Нăрваш, Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсенчен те ачасем килнĕ. Вĕсем артистсемпе пĕрле сăн ÿкерттерчĕç.
Ансамбль концертсенче пухăннă укçа-тенкĕне паттăр салтаксем вĕреннĕ шкулсенче асăну хăмисем вырнаçтарма та ярать. Альберт Шакирьянов Пуянкасси ачисене А.Ивановăн (вăл Чечняра пуç хунă) асăну хăмине пачĕ.
А.Миронова (Тушкил), Л.Тимофеевпа В.Семенова, А.Осипова (Йăнтăрчă), А.Филиппова (Тăвай), Ю.Петрова (Кармал) – районтан пĕтĕмпе 7 паттăр салтака – çавăн пек чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика